Мультфильмсем | |
Статистика |
Халĕ кунта: 1 Хăна 1 Юзерсем 0 |
|
Тĕп страница » 2012 » Нарăс » 24
Ир валли пӗр шит ӱсетӗп
Васкаса килет ӗне,
Витрепе кӗтет анне.
Ӑшӑ сӗт часах ӗҫетӗп,
Ир валли пӗр шит ӱсетӗп.
В. Тарават
Ҫӗр
ҫырли
Ҫӗр ҫырли, ҫӗр ҫырли
Чи шултри те чи хитри,
Эпӗ татрӑм пӗр пурак.
Якур чирлӗ - утаймасть,
Больницӑран тухаймасть.
Ҫырла ҫитӗр ытларах,
Тен, сывалӗ хӑвӑртрах.
А.Тимофеев
Ула пӑру
Пӑруларӗ
шур ӗне.
Ула-чӑла
пӑрушӗ.
Петӗр
ыйтрӗ:
-
Кӗрӗкне
Сапланӑ-им
амӑшӗ?
А.Савельев-Сас
Пакша
Йывӑҫ
тӑрӑх сиккелет
Ҫӑмламас
пакша.
-
Эй, пӑх-ха, илемлӗ те, -
Тетӗп
юлташа.
Хӑвӑлне
кӗрсе каять,
Мӑйӑр
шӗкӗлчет;
Каялла
сиксе тухать,
Чӑйлатса
илет.
С.Шавли
Эпир
- туслӑ ачасем,
Пит
ӗҫчен пӗртӑвансем.
Ӗҫре
чух маттур ӗҫлетпӗр,
Каннӑ
чух ларма пӗлместпӗр.
Яланах,
яланах!
Ӗҫре
маттур яланах!
Ю.Мишши
Пахчи-пахчи
Пахчи-пахчи,
ҫӗмӗрт пахчи,
Ҫӗмӗрт
ҫисе ӱсрӗмӗр;
|
|
|
|
Манăн профиль |
Гость
Пĕлтернисем:
Ушкăн: Хăнасем
Вăхăт:06:19
|
|