Эрнекун, 03.05.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Пăхмасăр каламалли сăвăсем [3]
Пултарулăх тĕпелĕ [6]
Чăваш ачисен пултарулăхĕ
Видеоклипсем [1]
Чăваш ачи-пăчи юрлать, ташлать
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Нарăс » 10 » Ăçта-ши манăн атте? Калав
Ăçта-ши манăн атте? Калав
20:33
Амăшĕ ăна ăшшăн ыталать пек, хăй йăл- йăл кулать. «Хĕрĕм, эсĕ манăн тĕпренчĕкĕм, кĕçех аçу килĕ те эпир пурте хулари парка карусельпе ярăнма кайăпăр,»- тет. Эх савăнать Укçи.Укçи, теççĕ ăна килтисем, хут çинче вара Оксана. Шкулти юлташ хĕр ачасем Ксюша теççĕ.Амăшĕ савăк кăмăллă пулнипе, хăй те савăнать Укçи.Вăл паян çĕнĕ кĕпе тăхăннă та урай варринче качака путекки пек сиккелесе çÿрет.
-Тăрăр! Ырă ир!- тени илтĕнсе кайрĕ.Нина Ивановна воспитатель сассипе вăранчĕ Укçи. Хăй пичĕ çинче савăнăç кулли. Вăранса çитнĕ Укçи, амăшне тĕлĕкре çеç курнине ăнланса илчĕ те, ик куçĕнчен куçÿль юхса анчĕ.Çумĕнчи кровать çинче çывăракан Наташа та вăранчĕ. Кантăк патĕнче çывăракан Таня çук.Ăна ĕнер ашшĕ илсе кайнă.Оксана куççÿлĕсене вăрттăн шăлса илчĕ те кровать пуçĕнче çакăнса тăракан ал шăллине илсе пит çума утрĕ.Паян интернат столовăйĕнче, ĕнерхи пекех, «туслăх» пăтă çитереççĕ .Ку Оксанăн юратнă пăтти.Амăшĕ те ирхи апата çак пăтта час- часах пĕçеретчĕ.Тутлăччĕ те вăл!Килте сĕтпе пĕçернĕ- çке, услам çăвне те çителĕклех янĕ.Оксана апат çинĕ вăхăтра килте пулнă вăхăтсене аса илчĕ.
Хăйне ас тума пуçланăранпах Оксана, унăн шăллĕ, ашшĕпе амăшĕ ват кукамăшĕ патĕнче пурăннă.Кайран вара вĕсем, çемйипех, Санюк аппа пурăннă çурта куçрĕç.Санюк аппан пÿрчĕ пушах.Хăй вăл, 86 çула кайнăскер,виçĕм çул çĕре кĕчĕ.Унăн пĕртен пĕр хĕрĕ инçе пурăнать.Вара вăл,яла çимĕке килсен, хăй амăш пÿртне пушă ларнине курас мар тесе, Оксанăн ашшĕпе амăшне çак пÿрте пурăнма ячĕ.Пÿрчĕ кивĕ пулсан та картишĕ хăтлă, мунчи те пур, ăш вити те.Çамрăксем тавралли картисене майларĕç, пÿртре çĕнĕ кăмака турĕç.Кантăк рамисене   кăвак тĕспе сăрласан, пÿрчĕ тата илемленчĕ.Кăшт чалăшнă вырăс хапхана тÿрлетрĕç, сăрларĕç.Вара Оксанăн  çемьйи çак пÿртре пурăнма пуçларĕ.Таса, илемлĕ, хăтлă.Мĕн кирлĕ- ха тата?Çемьере килĕшÿ пулсан…Оксанăн кил картишĕнче хăма купаланă кĕтесре хăйĕн теттисем. Кунта вĕсем, кÿршĕри Катьăпа ялан пуканелле вылятчĕç.Шăллĕ те вĕсемпе пĕрлех.Ирхине ирех тухаççĕ те ачасем тĕттĕм пуличченех выляççĕ.Кăнтăрлахи апат вырăнне çупа çăкăр йăтса тухатчĕç.Аванччĕ те!
Темшĕн юлашки вăхăтра килĕнче кичем, тунсăх.Ашшĕ Мускава стройка енĕпе ĕçе тухса кайнă. Вăл çирĕм кун ĕçлет те тепĕр вунă кун килте.Амăшĕ ĕçрен час таврăнмасть. Юлашки вăхăтра тата кая юлса килме пуларĕ.Килте апат пĕçерменни те пулкалать.Ун чух вара Оксана, шыв çине кĕрпе ярса пăтă пĕçеретчĕ.Пăтти тутлах та мар, анчах выçса кайнă ачасемшĕн вăл нимĕн те мар.Кĕçех Оксанăпа Катя шкула та кайĕç. Ĕнер Катя хăйне валли шкула кайма илсе панă çĕнĕ сарафанпа блузкăна,йăлтăртатса тăракан туфлине кăтартсан,Оксана кулянсах кайрĕ: ăна халĕ те шкула каймалли тум илсе паман. «Аçу Мускавран килсен илĕпĕр,ĕлкĕрĕпĕр,» -тет хĕрне амăшĕ.
Акă ыран шкула та каймалла.Оксана ашшĕ Мускавран килсе ĕлкĕреймен.Каç пулчĕ, амăшĕ те çук.Кÿршĕ Катя амăшĕ ачасене мунчана чĕнчĕ.Оксанăпа шăллĕ савăнсах мунча кĕрсе килчĕç.Каçхи апат çиме ларчĕç.Аппăшĕ виçĕмкунхи купăста яшкине ăшăтрĕ те, ачасем апатланчĕç, çывăрма кĕрсе выртрĕç.Тĕлĕрсе те кайнăччĕ.Пÿртĕм алăкĕ уçăлса хупăннипе вăранса кайрĕ хĕр ача.Вăл,амăшĕ килнине сиссе, пÿртĕмне тухрĕ.Кунта амăшĕ урайĕнче выртать. «Хĕрĕм, пулăш- ха, пулăш,»- тет хăй.Оксана ăна пулăшас тесе пĕшкĕнчĕ те, сăмсине эрех шăрши кÿ! кĕрсе кайрĕ.Хĕр ача амăшне çавăтса  пÿртелле илсе кĕчĕ. Амăшĕ диван çине таянчĕ те: «Хĕрĕм, ак сана шкула кайма костьюм, Галя аппу пачĕ»,- терĕ.Оксана савăнсах кайрĕ.Костьюмĕ çĕнĕ пекех, йăлтăртатать.Хĕр ача тăхăнса пăхрĕ.Питĕ хитре.Вăл савăнчĕ.
Ирхине ирех вăранчĕ Оксана .Амăшĕ те тăнă.Вăл хĕрне хăвăрт тумлантарчĕ те кÿршĕсенчен татса килнĕ виçĕ георгин çыххине тыттарса  шкула ăсатрĕ.Хăй каймарĕ, пуçĕ ыратать иккен.
Шкулта паян пысăк уяв.Пурте илемлĕ тумланнă, пурте савăнăçлă.Оксана кÿршĕ Катьăпа пĕр парта хушшине ларчĕ.Уроксем хыççăн та килелле  пĕрлех кайрĕç вĕсем. Килĕнче амăшĕ çук, шăллĕ пĕчченех çывăрать.Ăна паян ача садне те ăсатман иккен.Ни сĕтел çинче, ни газ плити çинче апат кострюлĕ çук., кăмака чĕрçи çинче те.Пÿртĕмĕнче тупрĕ Оксана пуш кострюле.Амăшĕ Тузика апат панă пулас.Хăй ăçта- ши тата? Оксана кострюле çуса шыв лартрĕ.Лапша пĕçерме шутларĕ.Апат çисен вĕсем шăллĕпе урамра вылярĕç.Кÿршĕ Катя амăшĕ вĕсене пĕрремĕш вĕренÿ кунне уявлама торт çиме чĕнчĕ. Ачасем савăнчĕç, тутлă торт çирĕç, юрăсем итлерĕç.Каçхине тин киле таврăнчĕç вĕсем. Амăшĕ килтех, çывăрать.Ачисем киле килнине те сисмерĕ вăл.Каллех ÿсĕр пулмалла, тесе шутларĕ Оксана.
Çапла шкул пурнăçĕ пуçланчĕ. Кун хыççăн кун иртет. Ачасен амăшĕ те пур килте, те çук. Хăш чух вăл вăл киле таврăнманни те пулкаларĕ..Пĕр кун  шкултан килсен Оксана ашшĕ сассине илтрĕ.Савăнса кайнă хĕр ача пахчаналла тухрĕ.Кунта ашшĕпе амăшĕ çĕр улми кăлараççĕ, иккен.Ашшĕ таврăннă! «Хĕрĕм апат çи те пире пулăшма тух,» - терĕ ашшĕ.Оксана пÿрте чупса кĕчĕ, кивĕ трикопа кофтине тăхăнчĕ.Мĕн те пулин çиес тесе сĕтел патне пычĕ.Кунта банан, апельсин, конфет, пĕремĕк.Ашшĕ темĕн те туяннă.Хĕр ача икĕ конфет илчĕ те пахчаналла чупса тухрĕ.Шăкăл-шăкăл ĕçлерĕç вĕсем.Икĕ кунтан çĕр улми те кăларса пĕтерчĕç.Шăмат кун пурте пĕрле Канаш хулине пасара кайрĕç вĕсем.Оксанăна куртка, илемлĕ блузка тата кĕрхи ботинка илсе пачĕ ашшĕ.Амăшĕ валли çутă хĕрлĕ тĕслĕ пальто, шăллĕ валли- комбинизон, ашшĕне – ăшă куртка туянчĕç.Оксана питĕ хаваслă.Унăн чĕри кăрт-кăрт тапать.Унран телейлĕ çын та çук пулĕ.Мĕнле аван-çке килте пурте пĕрле чух!
Сентябрь вĕçĕнче ашшĕ каллех Мускава кайрĕ.Оксана шкула çÿрет, шăллĕ ача садне.Амăшĕ - ĕçе Анчах та амăшĕ ĕçрен кая юлса килни, хăш чух киле таврăнманни хĕр ачана питĕ пăшăрхантарать.Тата амăшĕ çывăракан диван айккинче пĕрре мар эрех кĕленчи тупрĕ Оксана.Пĕррехинче виç кун ниçта тухмасăр,ним тумасăр кунĕпех выртрĕ амăшĕ.Çавăн чух вĕсем патне сельсовет председателĕ килсе кайрĕ.Амăшĕ, пуç ыратать тесе, диван çинчен те тăмарĕ.Хĕр ачана тухма ыйтрĕç.Тем çинчен хыттăн каларĕ Николай Григорьевич, вăрçрĕ те пулас: «Таня, ачусемсĕр тăрса юлатăн.Сан пурнăçу малалла…»- тенине çеç илтсе юлчĕ Оксана.Хĕр ача,Николай Григорьевич кайсан, пÿрте кĕчĕ.Амăшĕ хĕрĕ çине: « Кай ача садне!»- тесе хыттăн кăшкăрчĕ те тепĕр еннелле çаврăнса выртрĕ.
Оксана йĕрсех ячĕ.Вăл куççÿлне кăтартма хăнăхман, питне хăвăрт шăлса илчĕ те ача садне чуптарчĕ.Садикрен килнĕ чух ачасене Катя амăшĕ чĕнсе илчĕ: «Эпĕ кукăль пĕçертĕм, кĕрĕр-ха, кĕрĕр,»- чĕнчĕ вăл.Тутлă кукăль çинине, Катьăпа чылайччен вылянине, савăнса кулнине, юрă ярса ташланине питĕ лайăх ас тăвать хĕр ача.Малалли тĕлĕкри пек…
Тем чупаççĕ, макăраççĕ.Пурте Оксанăпа шăллĕне пуçран ачашлаççĕ, шеллеççĕ.Мĕн пулнине никам та ăнлантармасть.Икĕ каç çывăрчĕç ачасем кÿршисем патĕнче.Виççĕмĕш кунне вĕсене кукамăшĕ килне илсе таврăнчĕ.Килĕнче çын нумай.Урай варринче хĕрлĕ тупăк.Ку мĕнне питĕ лайăх ăнланать Оксана.Кÿршĕри Няня аппине пытарнине ас тăвать вăл.Амăшĕ ун чухне Няня аппи ĕмĕрлĕхе урăх тĕнчене, каялла килмелле мар çĕре кайни çинчен пĕлтернĕччĕ.Оксана тупăкра амăшĕ выртнине курчĕ.Вăл саспах макăрса ячĕ.Шăллĕ ашшĕ чĕрçи çинче ларать.Вăл ăнлансах пĕтмест-ха.Кукамăшĕ тупăк умĕнче хĕрĕпе калаçать: «Хĕрĕм, мĕншĕн çапла хăтлантăн-ха?Хăв ирĕкÿпех çут тĕнчерен уйрăлтăн.Кама валли хăвартăн çак пепкÿсене?»
Кайран Оксанăпа шăллĕ кукамăшĕ патне пурăнма куçрĕç.Ашшĕ Мускава тухса кайрĕ.Малтанах кашни уйăхрах килсе каятчĕ вăл.Кайран икĕ уйăхра- пĕрре, унтан- çур çулта .Халĕ иккĕмĕш çул унран пĕр сас- хура та çук.Ятарлă комиссии килсе тĕрĕсленĕ хыççăн ачасене ачасен çуртне ăсатрĕç.
Çапла Оксанăпа шăллĕ виççĕмĕш çул ĕнтĕ ачасен çуртĕнче пурăнаççĕ.Кукамăшĕ те пĕлтĕр çĕре кĕчĕ.Халĕ ачасен пĕр тăван çын- ашшĕ юлчĕ.Анчах та ун çинчен пĕр сас хура та çук.Оксана халĕ те кĕтет,ĕмĕтленет,  унăн пуçĕнче яланах пĕр шухăш: «Атте килсенех эпир киле кайăпăр…Ăçта-ши манăн атте?»
 
Шупашкар хулинчи 37-мĕш шкулти 9в класра вĕренекен Ананьева Кристина ĕçĕ.
Вĕрентекенĕ – Флегентова Алиса Леонидовна
Категория: Пултарулăх тĕпелĕ | Миçе хут пăхнă: 748 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/3 |
Всего комментариев: 0
Кунта регистрациленнĕ юзерсем çеç комментари хушма пултараççĕ.
[ Регистраци | Вход ]


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:12:06
Шырав
Кун тăрăм
«  Нарăс 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
272829
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!