Никифоров Сергей Валерьевич. Вăл 1976 çулхи
раштав уйăхĕн 9- мĕшĕнче эп çуралнă хуларах, Шупашкар хулинче çуралнă. Вăл эп
вĕренекен шкулта вĕреннĕ. Эп
çÿрекен шкул коридорĕ тăрăх çÿренĕ, эп
ларакан парта хушшинче ларнă.Сережа-
çÿллĕ, тĕрек кĕлеткеллĕ пулнă.Вăл кикбоксинкпа тата бокспа
интересленнĕ.Сергей тĕрлĕ техника çинчен кĕнекесем вуланă, ашшĕ пĕрле машинсем
юсанă.Çуллахи каникулсенче вăл ялан кукамăшĕ патĕнче ялта каннă.Кунта Сергей
йытă хăваласа çÿремен, ялти ачасемпе пĕрле совхоза ĕçлеме çÿренĕ: утă пуçтарнă,
улма,кăшман, кишĕр çумлама çÿренĕ, йĕтем çинче те вăй хунă. Вăл ĕçрен хăраман.
Çара темле
хăвăрт, никам сиссе юлмасăр, ăнсăртран кайрĕ.Вăл хулари училищĕре, ашшĕ пекех,
бульдозерист специальноçе алла илме
вĕренетчĕ.Кĕшт маларах вăл алла права та илнĕччĕ.Çапла пĕр каçхине, каçхи апат
çиме пурте пуçтарăнсан: « Эпĕ кĕçех çара кайăп»,- терĕ.Ашшĕпе амăшĕ, ывăлĕ хăй
ирĕкĕпех, вĕренсе пĕтермесĕрех çара кайма ыйтса военкомата кайнине
ăнланчĕç.Сергей ун чух: «Хăвăрт кайăп - хăвăрт каялла таврăнăп.»
1995 çулхи кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнче Сергей Никифоров Раççей
салтакĕсен ретне тăнă.Малтан каччă Хабаровск хулинче водитель- механик пулма
вĕренсе тухрĕ, хыççăн ăна Çурçĕр Кавказ округне, 503- мĕш полкри БТР çинче водителĕ пулма янă.
Çулла. Хĕвеллĕ Чăваш енре пăтăм тавралăх
ешерет. Сергей ашшĕ ывĕнчен черетлĕ çыру илет. «Ан куллян, атте, манна ăечняна
илмеççĕ,»- лăплантарать килтисене ывăлĕ. Юлашки çырăвче вара вăл ним пытармасăрах:
«Эпĕ вăрçа каятăп. Мана 503- мĕш мотострелковый полка ячĕç, БТР çине
лартрĕç.Кĕскен каласан, эпĕ ыр çĕре лекмен. Мĕнле калас, атте – шăпаран
иртеймĕн».
Чÿк уйăхĕн 19-
мĕшĕнче – салтаксене шанса панă пĕр ĕçе ăнăçлă пурнăçласа таврăннă чух Сергей,
хăй экипажĕпе пĕрле фигазпа сирпĕнсе каять.Экипажри тăватă салтак контузие
лекнĕ, Сергей вара вилмеллипех аманать.
Ку ĕç вырсарни ир пулнă.Сергей ытти кунсенчи
пекех БТРпа пынă.Вăл çÿлте, рота
командирĕпе юнашар ларса пынă.Грозный тăрăхĕнче вĕсен танкĕ сирпĕнет. Пăр
çеккунт Сергей пурнăçне татать. Вăл айккинелле сиксе, чĕрĕ юлма пултарнă, анчах
та хăйĕн çинчен шутламасть салтак. Рота командирне айкинелле тăксе ярса, ун
пурнăçне çăлса ĕлкĕрет, хăй вара сикет те танк айне пулать.Сергей командира çăлса
ĕмĕрлхех çут тĕнчепе сывпулашать.Çак паттăр ĕçшĕн Сергей « Мужество» орденне
тивĕçлĕ пулать.
Унăн тупăкне Тăван Çĕршывне хăй çуралнă кун ,
раштавăн 9- мĕшĕнче илсе килеççĕ.Ку пĕтĕм тăванĕсемшĕн, каччăна пĕлнĕ пĕтĕм
çыншăн чăтмалла мар хуйхă. Каччă юлташĕсемпе пĕрле çуралнă кунне уявлас вырăнне
цинк тупăкĕнче выртать. Вăл çирĕм çул та тултарайман.
Сергей
Никифоров Чăва енрен Çурçĕр Кавказра
Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуçне хунă салтаксенчен çирĕм улттăмĕш. Миçен пулнă-ха
вĕсем?
Паянхи кун эпир
йĕркеллĕ, тăнăç, мирлĕ пурнăçра пурăнатпăр.Тĕрлĕ халăх хушшинчи пăтăрмахсене,
пĕр-пĕрне ăнланман вăхăтсене, вăрçă патне илсе çитермесĕр сÿтсе явма пулмасть-
ши вара?Çак çап-çамрăк 18-20 çулхи каччăсем камйăнăшĕпе вăхăтсăр çут тĕнчерен
уйрăлнă-ши? Ниме тăман, ниме пĕлтермен вăрçă миçе çамрăк пурнăçне татрĕ-ши?
Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ.Вĕсен ячĕсем пирĕн асрах!
|