Килес Çĕнĕ 2010-мĕш çул пулăмĕпе пур чăваша, çавра тĕнчери пур ыр кăмăллă çынна саламлатăп. Пурне те çирĕп сывлăх, чĕрĕ ăс-тăн, пурлăхлă пурнăç, ĕçе май ăнăçу, тулли кăмăл-туйăм сунатăп. Халăх пĕрле пулсан, нимле лакăм та сисĕнмест, тунсăх та чунна хĕсмест. Савăнăçлă ирччĕр уяв кунĕ-каçĕсем! Пулăр телейлĕ Пулăр хаваслă,
Йышăр йышлантăр,
Сассăр янратăр
Мĕнпур таврана
Чăн-чăн чăвашла.
Кам маннă йăхне,
Тăван çĕршывне,
Çав çын вăранса,
Яр уçтăр куçне,
Вăтантăр та
чиктĕр пуçне
Намăсне ăнланса
Çылăхне каçарма!!!
|
|