Паян , пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Красноармейски районĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров пулчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ С.А.Николаев тата Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.И. Федоров кĕтсе илчĕç. Кун хыççăн Николай Васильевич «Шетмĕ» хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Çак хуçалăх ертÿçи Владислав Германович Васильев пĕлтернĕ тăрăх, кунта халĕ 5 çын ĕçлет. Ăна 2006 çулхи март уйăхĕнче йĕркеленĕ. 2008 çулта унччен усă курман 208 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Пĕлтĕр 240 гектар тĕш тырă акса пĕр гектартан кĕлет виçипе 20 центнер тухăç пухса илнĕ. Кăçал 350 гектар акасшăн. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра 181 пуç шултра мăйракаллă выльăх шутра тăрать, вĕсенчен 70 пуçĕ - сăвакан ĕне. 2009 çулта кашни ĕнерен 4984 килограмм сĕт суса илнĕ. Укçа çине куçарсан хуçалăх 5472 пин тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. (2008 çулта - 4006 пин тенкĕлĕх), ăна сутса 3967 пин тенкĕ тупăш илнĕ, таса тупăш вара 910 пин тенкĕпе танлашнă.
Президент Алманч ял т
...
Малалла вула »