Вёренӳ ҫулӗ вӗҫлениччен уйӑх ытларах кӑна юлчӗ. Пӗрисемшӗн
умра савӑнӑҫлӑ вӑхӑт: каникуя! Шкултан вӗренсе тухакансемшӗн вара питех те
яваплӑ тапхӑр - патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗсем. Тӗрлӗ сӑлтава пула ытти
тантӑшӗсемпе пӗрле экзаменра пулайманнисем валли ҫӗр-шывра виçӗм кун тӗрӗслев
пуҫланчӗ. Вӑл апрелӗн 30-мӗшӗнче вӗçленет. Раҫсей шкулӗсенчи пӗр пин те пилӗк
çӗр ача çак тапхӑрта хӑйӗн пӗлӗвне тӗрӗслӗ. Вӗсен йышӗнче - каçхи шкунсенчеи
вӗренсе тухакансем (çара кайма вӑхӑт çитнисем), тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнакан
самрӑк спортсменсем, урӑх сӗр-шыва яланлӑхах куçса каякан çемьесенчи ачасем
тата тӗп экзаменсен вӑхӑтӗнче саиаторисемпе сывлӑха сирӗплетекен учрежденисенче
сипленме хатӗрленекенсем.
...
Малалла вула »