Çĕнĕ çул çывхарнă май ачасем уйрăмах темĕнле асамлăх кĕтеççĕ. Уяв чăнах та асра юлтăр тесе аслисем мĕн кăна шухăшласа кăлармаççĕ-ши? Сăмахран, вĕренÿре тата спортра, пултарулăх енĕпе палăрнисене, общество ĕçĕнче пуçаруллисене хамăр патра кăна мар, çĕр-шыв шайĕнчи конкурссенче çĕнтернĕ çул çитмен çамрăксене республикăн тĕп елкине йыхравласси ырă йăлана çаврăннă ĕнтĕ.
Виçĕм кун тĕп хулари тата Элĕк, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсенчи 700 ытла хĕр ачапа арçын ача шурă сухаллă асамçăпа пĕрле тĕрлĕ тĕспе çиçекен чăрăш тавра çаврăнчĕç. Юмахсенчи сăнарсем пек капăрланнăскерсене Чăваш Ен Президенчĕ М.Игнатьев та ытараймасăр сăнарĕ. Яланах уяври пек хаваслă та телейлĕ пулма сунчĕ. "Эсир Чăваш Енĕн чысне халех çĕклетĕр. Сирĕнте - пирĕн шанăç”, - терĕ Михаил Васильевич çамрăксене. Илемлĕ Юр пĕрчисем, Мулкачсем, Кушаксем тата Кроликсем /вĕсем çитес çул символĕ пулнă май уйрăмах нумайăн пулчĕç/, Упасем, Кашкăрсем, Аçтахасем, Тигрсем тавралăха каç сĕмĕ çапичченех чунран савăнчĕç.
...
Малалла вула »