Февралĕн 14-мĕшĕ Çветтуй Валентин кунĕ. Ăна çĕр çинчи пĕтĕм континентрах паллă тăваççĕ. Çак кун
юратакансем пĕр-пĕрне парнесем, саламлă çырусем параççĕ, юратни çинчен пĕлтереççĕ. Юрату теми тĕп вырăнта.
Çак уяв Рим Империйĕнченех пуçланса кайнă. Клавди иккĕмĕш император вăхăтĕнче Çвяттуй Валентин ятлă священник пурăннă. Рим Империйĕнче Христиан тĕнне ĕненекенсене хăваланă, айăпласа вĕлернĕ, хăшĕсене тĕрмене хупа-хупа лартнă. Валентин çак çынсем патне вĕçĕмех çÿренĕ. Çакăншăн ăна часах хăйне те арестленĕ.
Легенда тăрăх, священник тĕрмере пĕр-пĕрне юратакансене пил панă. Унран та ытларах тĕрмери хуралçăн суккăр хĕрĕпе Астерияпа туслашнă, ăна куракан тунă. Хăйне асаплантарса вĕлериччен пĕр кун маларах Çветтуй Валентин Астерия патне сывпуллашу çырăвĕ çырса хăварнă. Унта вăл хăйĕн пуçне касакансене курайми пулмалла марри пирки, пурне те ю
...
Малалла вула »