Пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ Чăваш чĕлхи кунне халалласа Трак ен - Красноармейски тăрăхĕнче тăван чĕлхепе литература вĕрентекен педагогсен творчествăлла ушкăнĕ йĕркеленипе (ертÿçи – Михайлова З.П.) чăваш чĕлхипе грамматикине лайăх пĕлекен ачасем хушшинче «Çамрăк ăсчах» вăйă-конкурс иртет. Проект авторĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш сăмахлăхне вĕрентекен Михайлов Виталий Михайлович аслă категориллĕ учитель, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Конкурс материалĕсен рецензенчĕ - Вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕ Виноградов Ю.М. профессор.
Акă, 2011 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче районсем хушшинчи "Çамрăк ăсчах-2011" V инçет вăйă конкурс пуçланать. Вăйă конкурс йĕркине çакăнта тупма пулать:
http://aschah.chuvash.org/blog/index.php?entryid=3Вăйă конкурс икĕ турпа иртет. Пĕрремĕш тур - куçăмсăр тур. Вăл инçет майпа "Çамрăк ăсчах-2011" вăйă конкурсăн сайч
...
Малалла вула »