Светлана Тихонова кĕçĕн класранпах вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пырать. Шкулта, районта иртекен тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса час-часах çитĕнÿ тăвать. Кĕнеке вулама кăмăлланăранах хăй те çырма пуçăннă. Халĕ ку ĕçре ăна юратнă вĕрентекенĕ Людмила Анатольевна пулăшса та хавхалантарса тăрать. Малашне ытларах та ытларах тĕрлĕ сăвă-калав çырас ĕмĕтлĕ пур çĕрте те пултарулăхĕпе палăракан Света. Акă кăçал "Букварьтен – илемлĕ литературăна çити” конкурсра та хастарлăхне кăтартнă. Килес çул та асăннă ăмăртăва хутшăнса çĕнтерÿçĕсен йышне лекесшĕн. Каникула аван ирттерчĕ вăл. Паян вара пĕлÿ çуртне хавас кăмăлпа утать. Ара, çу каçипе юратнă педагогĕсемпе тус-юлташĕсемшĕн питех те тунсăхланă-çке вăл!
Элиза ВАЛАНС. ЧР, Красноармейски районĕ, Пикшик шкулĕ.