Чăваш халăх сайчĕ «Ĕмĕтсен çăлкуçĕ» (2011) тата «Ăраскал çăлтăрĕ» (2012) литература ăмăртăвне ярса панă хайлавсене кĕнекен кăларасси пирки пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Яланхи пекех эпир ăна ача-пăча ӳкерчĕкĕсемпе илемлетес шухăшлă. Ӳнер ăмăртăвне эпир кĕскен «Çăлтăрпа çăлкуç сăнарĕ» ят парас терĕмĕр — шкулта вĕренекен кашни ача унта хутшăнма пултарать. Ӳкерчĕке кăранташпа, гуашьпе тумалла, тĕс нумай пулмалла мар (хура-шурă пулсан та çитет). Ăна кĕнекене кĕнĕ хайлав тăрăх ӳкермелле (хуть те хăшне суйлама пулать). Ĕçе кăçалхи ака уйăхĕ вĕçлениччен ярса памалла. Ăмăртăва хутшăннăшăн электронлă ĕнентерӳ хучĕ çеç ярса пама пултаратпăр. Вырăн-тавраш палăртмастпăр — тивĕçлĕ ĕç эпир хатĕрлекен кĕнекене кĕрĕ. Паллах, авторне кĕнеке те лекĕ. Кĕнекене кĕмелли хайлавсен йышĕпе кунта паллашма пултаратăр: http://docme.ru/fhx (pdf)