И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ «Хыпар» хаçатпа, Чăваш наци радиовĕпе пĕрле чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслес тĕллевпе пĕрремĕш хут «Пĕтĕм чăвашсен пĕрлĕхлĕ диктанчĕ» акци ирттереççĕ. Вăл 2013 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан мĕн пур хулапа ялта иртет.
Диктант И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче 13.00 сехетре пуçланать. Хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл тăвакансем валли диктант текстне çав вăхăтрах Чăваш наци радиовĕпе вулаççĕ. Компьютерпа çырнă /наборланă/ е алăпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 10-15 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: chuv-total-dict@mail.ru.
Диктант çырас умĕн орфографи тата пунктуаци правилисене аса илес текенсем валли «Тĕрĕс çырма вĕренер» занятисем иртеççĕ: