Шкул пĕтерекенсене физкультура вĕренӳ предмечĕпе пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне тытарас ыйтăва çитес кунсенче патшалăх канашлăвĕ татса парĕ. Çак саккун проектне Самбо халăхсем хушшинчи федераци президенчĕ, Физкультура тата спорт ГД комитетăн пайташĕ Василий Шестаков пуçарса ярса вĕренӳ министрĕ Дмитрий Ливанов патне ярса панă. Çитес вăхăтра Шестаков хатĕрлесе çитернĕ проектпа паллаштарма шантарнă. Ун шухăшĕпе шкул пĕтерекенсен ӳт-пĕвĕ енчен çирĕп пулмалла, ку вара çамрăксене çара илес ыйту пахалăхне лайăхлатĕ тата пулас ШĔМ ĕçченĕсене хатĕрленĕ çĕрте те пĕлтерĕшлĕ витĕм кӳрĕ.
Çăлкуç: http://www.chuvash.org/