Раççейре истори предметне çĕнĕлле вĕрентесси пирки нумай çул тавлашаççĕ-калаçаççĕ. Акă, кăçал тинех хамăрăн тăван çĕршывăн кун-çулне вĕрентмелли çĕнĕ концепципе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ вĕренÿ кĕнекисем шкул ачисем патне çитрĕç. Килес çул вара историпе ППЭ тытасси те улшăнĕ. Малашлăхра реформа тени аслă шкулсенче историе вĕрентессине те пырса тивĕ. РФ Патшалăх Думин спикерĕ Сергей Нарышкин çакăн çинчен Раççей истори обществин пухăвĕнче уççăн пĕлтернĕ.Спикер çирĕплетнĕ тăрăх Раçейри 750 пин ача Тăван çĕршывăн историне çĕнĕ учебниксемпе вĕренме тытăннă та ĕнтĕ. «Вĕренекенсем çĕнĕлĕхе еплерех йышăнасси вĕрентекенсене методика пулăшăвĕпе еплерех тивĕçтерме пултарнинчен те килĕ», - палăртнă вăл шухăшне. ППЭре мĕнлерех çĕнĕлĕхсем пулассипе Рособрнадзор пуçлăхĕ Сергей Кравцов паллаштарнă. Пĕрремĕшĕнчен, килес çул çак предметпа экзаменра тест пайĕ пачах пулмĕ. Ун вырăнне вара экзамена ведомство ĕçченĕсем истори сочиненийĕ кĕртес шухăшлă. Çакă истор
...
Малалла вула »