Часах пĕлÿ çурчĕсенче юлашки шăнкăрав янăрĕ. Шкултан вĕренсе тухакансен хĕрÿ тапхăр пуçланĕ. Пĕлĕве çирĕплетмешкĕн вăхăт нумай юлмарĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем кăçал та яланхиллех икĕ тапхăрпа иртеççĕ. Пĕрремĕшĕ пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 23-мĕшĕччен пулнă. Раççейре 18700 çамрăк экзамена маларах тытнă. 164-шне шпаргалкăпа тата гаджетпа усă курнăшăн кăларса янă. Тĕп тапхăр çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче пуçланĕ. Вăл кун çамрăксем географи тата вырăс литературин предмечĕсемпе патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытĕç. Чăваш Енре тĕп тапхăра 6742 хĕрпе каччă хутшăнĕ. Вĕсенчен 5855-ĕшĕ шкултан кăçал вĕренсе тухать. Республикăра ППЭ 36 пунктра иртĕ. Предмет комиссийĕсем йĕркеленнĕ ĕнтĕ, вĕсен председателĕсене çирĕплетнĕ. 2016 çулта пĕлÿ шайне тĕрĕслекенсене мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ-ха? Суйламалли предметсен йышĕнче чылайăшĕ обществознание кăмăлланăран ку экзамена тытмашкăн ятарлă кун уйăрнă. Çавна май çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче выпускниксем пĕр предметпа çеç
...
Малалла вула »