Асăннă ыйту Çĕнĕ Шупашкарти шкулшăн кăна мар, ыттисемшĕн те çивĕч паян. Мĕншĕн тесен Федераци Канашĕн спикерĕ Валентина Матвиенко авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне шкулсенче мобильлĕ телефонсемпе усă курма чармашкăн ыйтса Роспотребнадзора тухнă. «Ача урок вăхăтĕнче телефонпа ларсан кирлĕ чухлĕ вĕренеет-и? Парта айĕнче вăл мĕн те пулсан пăхать, вулать е кампа та пулсан çыру çÿретет», - палăртнă вăл. Тĕрĕссипе, ку ыйту мĕншĕн сиксе тухнă-ха? Валентина Ивановна ăнлантарнă тăрăх, нумай педагогпа ашшĕ-амăшĕ урок вăхăтĕнче телефонпа усă курни ачасене вĕренÿ процесĕнчен пăрни, учителе урок ирттерме кансĕрлени çинчен каланă. Унсăр пуçне тăхтав вăхăтĕнче гаджета алăран яманни ачасене пĕр-пĕринпе хутшăнма кансĕрлет, сывлăха хавшатать. Юлашки вăхăтра ачасен хушшинче куç чирĕсемпе аптăракан нумайланнă. Вĕренекенсем вăтам тата аслă классене çитнĕ тĕле аякрине начар курма тытăнаççĕ. Лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашас тесе химиксен хулинчи шкула çитрĕм, тăхтав вăхăтĕнче
...
Малалла вула »