Конкурс тӗллевӗсем:
Тӑван халӑха ҫутта кӑларнӑ И.Я.Яковлева
чысласа, Чӑваш чӗлхи кунне тата фашистла Германине ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитнине тивӗҫлӗ палӑртасси,
вӗренекенсене литература ӗҫӗпе ҫывӑхрах туслаштарасси, ҫамрӑк ҫыравҫӑсен ӑсталӑхӗпе
пултарулӑхне ӳстерме пулӑшасси.
Конкурс йӗркелӳҫисем :
Чӑваш Республикин Вӗрентӳ тата
сам-рӑксен политикин министерстви;
Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗ;
И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ;
Г.С.Лебедев ячӗллӗ интернат лицейӗ;
"Тантӑш" хаҫат
редакцийӗ.
Конкурса хутшӑнакансен мӗнле
хайлавсем, хӑҫан тата ӑҫта ярса памалла?
Литература пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑ-ваш Республикипе ун тулашӗнче
пурӑнакан 7-11-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑнаҫҫӗ. Комисси халиччен пичет-ленмен,
конкурссене тӑратман чӑвашла сӑвӑсемпе калавсем, очерксемпе повеҫсем, пьесӑсем тата
литературӑн ытти жанрӗпе ҫырнӑ ӗҫсем йышӑнать. Прозӑпа пьеса хайлавӗсен калӑпӑшӗ
10-15 страницӑран ытла мар, поэзи произ-веденийӗсен хисепӗ 5-рен кая мар пулмалла.
Авторсен хӑйсен ячӗпе хушаматне, ашшӗ ятне, хӑш шкулта, мӗнле
районта тата миҫемӗш класра вӗреннине, пултарулӑх ертӳҫине, литература кружокне
кам ертсе пынине туллин чӑвашла тата вырӑсла кӑтартмалла.
Ӗҫсене компьютерпа пичетлесе е алӑ-па таса та тирпейлӗ ҫырса ака (апрель) уйӑхӗн 5-мӗшӗччен
ҫак адрессенчен пӗринпе
ярса памалла:
428019, г. Чебоксары, проспект
Ива-на Яковлева, дом 13, Редакция газеты "Тантӑш".
428023, г. Чебоксары, ул. Граждан-ская,
дом 54. Комиссия по проведению творческого конкурса.
Телефонсем: 56-15-30, 28-83-86, 31-54-61, 31-66-52
Конкурс комиссийӗ чи лайӑх хайлавсене
суйласа илет, вӗсен авторӗсене пултарулӑх ӑмӑртӑвӗн II турне килме "Тантӑш"
хаҫатра пӗлтерет.
Пултарулӑж ӑмӑртӑвӗн йӗрки
Литература пултарулӑх конкурсӗ
Шу-пашкарти Г.СЛебедев
ячӗллӗ интернат лицейра (Шупашкар хули, Граждан урамӗ, 54 ҫурт) ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче
иртет, 10 сехетре пуҫланать. 9 сехет тӗлне пурин те лицея ҫитмелле.
Паллӑ писательсем поэзи, проза, очерк тата драматурги секцийӗсенче
ҫамрӑк ҫыравҫӑсемпе ӑсталӑх урокӗсем ирт-тереҫҫӗ, хайлавсене авторсемпе пӗрле пӑхса
тухса хак параҫҫӗ. Конкурса хутшӑнакансен хӑйсен ӗҫӗсенчи тӗп шухӑша уҫса пама
пӗлмелле.
Ҫӗнтерӳсӗсене палӑртни тата чыслани
Конкурс ҫӗнтерӳҫисене икӗ ушкӑнра (7-9 тата 10-11-мӗш классенче вӗренекенсене уйрӑмшарӑн) палӑртаҫҫӗ.
Мала тухнӑ авторсем республикӑри
ҫамрӑк поэтсен, прозаиксен тата драматургсен конкурсӗн лауреачӗ пулса тӑрӗҫ. Конкурсра
ҫӗнтернӗ, 1, 2, 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ самрӑк ҫыравсӑсене тата вӗсен вӗрентекенӗсене
ЧР Вӗрентӳ тата ҫам-рӑксен политикин министерствин, "Тантӑш" хаҫат редакцийӗн
Дипломӗпе, Хисеп грамотипе чыслаҫҫӗ.
Кӑҫал 7-мӗш класс пӗтерекен ҫӗнтерӳҫӗсене Г. С. Лебедев
ячӗллӗ интернат лицейӑн 8-мӗш филологи класне вӗренме экзаменсӑр (калаҫу йӗркипе) илеҫҫӗ.
9-10-мӗшсене те ҫак йӗркепех хапӑл туса йышӑнӗҫ.
11-мӗш класс пӗтерекен пултаруллӑ ҫамрӑксене И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш
патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетне "Литература ӗҫӗ"
тата "Журналистика" специализацисемпе
вӗренме кӗме сӗнеҫҫӗ.