Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче ача-пăча общество организацийĕсен тăххăрмĕш фестивалĕ иртрĕ. Ăна кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул, Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине халалланă. Официаллă статистика кăтартăвĕсене ĕненес тĕк Чăваш Енре паян 700 яхăн ача-пăча пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Çапла майпа кашни 5-мĕш вĕренекен общество пурнăçне хутшăнать. Чылай шкулта аслă классенче ăс пухакансен канашĕ, "министрсен кабинечĕ” пур. Иртнĕ çулсенче палăрнисене аса илер-ха: Çĕнĕ Шупашкарти "Шанчăк”, тĕп хуламăрти "Хунав”, "Лидер”, "Эпир - Шупашкарсем”, Çĕмĕрлери "Эпир”, Улатăрти "Несĕл”, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи "Çеçпĕл”, Красноармейски районĕнчи "Яковлев хунавĕсем”, Елчĕк районĕнчи "Хур-кайăк çулĕ”, Вăрнар районĕнчи "Асамат”, Шупашкар районĕнчи "Асамат кĕперĕ”, Вăрмар районĕнчи "Савăнăç”... Çулталăк хушшинче ачасем мĕнле ырă ĕçсем тунă-ха, мĕнпе палăрнă? Вĕсем çакăн пирки хăйсен тантăшĕсене сцена çинче кăтартса пачĕç, ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвне "çавра сĕтелре” сÿтсе яврĕç, унта палăртнине пурнăçа кĕртессишĕн хăйсен тÿпине епле майпа хывнине каласа пачĕç. Ачасемпе çамрăксен организацийĕсен лидерĕсен "Манăн пуçарулăх” конкурсне республикăри район-хуларан 25 пĕрлешÿ хастарĕ хутшăнчĕ. Çĕнтерÿçĕсене виçĕ номинацире палăртрĕç. Ача-пăча, яшсемпе хĕрсен общество организацийĕсен лидерĕсен хушшинче Шупашкарти Калинин районĕн "Лидер” пĕрлешĕвне ертсе пыракан Олеся Федорова çĕнтерчĕ, иккĕмĕш вырăна Етĕрне районĕнчи аслă классен "Шырав” союзĕн лидерĕ Евгения Гладышева тата Шăмăршă районĕнчи "Пĕрле” организацие ертсе пыракан Екатерина Муромцева тухрĕç. Çĕмĕрлери "Эпир” тата Елчĕк районĕнчи "Хур-кайăк çулĕ” пĕрлешÿсен хастарĕсем Анна Полуторовăпа Сергей Васильев - виççĕмĕш вырăнта. "Çамрăксен общество организацийĕсен 19-30 çулсенчи лидерĕсем” номинацире 1, 2-мĕш вырăнсене йышăнакан пулмарĕ, Муркаш районĕнчи çамрăк педагогсен "Пеликан” канашĕн лидерне Людмила Храмовăна виççĕмĕш вырăна тухнăшăн чысларĕç. ÇООн кирек хăш ÿсĕмри ертÿçисен хушшинче Татьяна Мартыновăна /Çĕнĕ Шупашкарти "Шанчăк”/, Оксана Рахимзяновăна /Канашри "Креатив”/ палăртрĕç. Çĕнтерÿçĕсене ЧР Вĕрентÿ министерствин дипломĕпе хавхалантарчĕç, чи пысăк балл пухнă çамрăка жюри членĕсем "Вĕрентÿ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн паракан 30 пин тенкĕлĕх премие илме тăратмашкăн сĕнĕç. Конкурса хутшăннă яшсемпе хĕрсен ĕçĕсене, портфолиосене, проекчĕсене тишкернĕ хыççăн акă мĕн калас килет: шкул ачисенчен чылайăшĕ экологипе çыхăннă çивĕч ыйтусене хускатнă, вĕсене ял йĕри-тавра çÿп-çап йăваланса выртни, полигонсем сарăлса пыни канăçсăрлантарать. Çавăн пекех йывăç-хунав лартнин усси пысăккине палăртаççĕ шăпăрлансем. Тантăшĕсем пирус туртни, усал ытти йăлапа туслашни те пăшăрхантарать вĕсене. Манăçнă "Тимур ушкăнĕсем” тепĕр хут йĕркеленни савăнтарать. Хăш-пĕр шкул вĕренекенĕсем ватă ентешĕсене кил-тĕрĕшре пулăшма çÿреççĕ. Палăртрăм ĕнтĕ: финалта лидерсен хăйсен ĕçне сцена çинче кăтартмалла пулчĕ, анчах çак тапхăрта çине-çинех пăшăрханма тиврĕ. Хĕрсемпе каччăсенчен хăшĕ-пĕри ĕçĕ-хĕлĕ пирки уçăмлăн каласа кăтартаймарĕ. Ирĕксĕрех шухăш çуралать: "Вĕсем чăннипех те ĕçлеççĕ-ши е кун пирки хут çинче çеç палăртнă-ши?” Ачасем хăйсене куракан умĕнче тытма пĕлменнинче педагогсем вĕренекенĕсене хатĕрлесе çитерменни курăнать. Лидерăн тĕп енĕсенчен пĕри - ыттисене хăйĕн хыççăн çавăтса утма, йывăр лару-тăруран тухма пĕлни. Умри микрофонпа усă курма тавçăрмасăр кăшкăрни, юрă-кĕвĕ янăраманнипе çухалса кайни кулянтарчĕ. Каллех пуçра шухăш явăнать: "Вĕсем чăнахах та лидерсем-ши е вĕсене педагогсем ертсе пыраççĕ-ши?” Сцена çине тухнисенчен чылайăшĕ ÿссен президент, министр тивĕçĕсене пурнăçлама ĕмĕтленни савăнтарать, анчах лидер пĕлтерĕшне çак должноçсенче çеç курни шухăшлаттарать. Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнче хÿтĕлекен Олеся Федорова вара лидерăн тĕп енĕсене туллин те ĕнентерÿллĕн кăтартрĕ. Хĕр Шупашкарти 41-мĕш вăтам шкулта 11-мĕш класра ăс пухать, умра патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсем пулин те вĕренÿпех çырлахмасть вăл, Калинин районĕн "Лидер” пĕрлешĕвне ертсе пырать, ачасене тĕрлĕ ĕçе явăçтарать. Шăмăршă, Етĕрне, Çĕмĕрле районĕсен ятне çÿле çĕклессишĕн ăмăртнă Екатерина Муромцева, Евгения Гладышева, Анна Полуторова та тантăшĕсене пĕр шухăшпа çунатлантарма пултарни сисĕнчĕ.
Дмитрий АНДРЕЕВ. ÇАМРĂКСЕН ХАÇАЧĔ
Çыпăçтарнисем: |