2013 çулхи чӳкĕн 30-мĕшĕпе раштавăн 1-мĕшĕнче «Волжанка» санаторинче Раççейри «Чĕвĕлти чĕкеç — чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурс 10 çулта. Опыт. Татса памалли ыйтусем. Малашлăх.» ятпа регионсем хушшинчи ăслăлăхпа ĕçлев конференцийĕ иртрĕ. Конференцие ирттерекенĕ — «Хĕрарăмсем ăслăлăхра тата вĕрентӳре» регионсем хушшинчи обществăлла организацин чăваш регионĕнчи уйрăмĕ (ЧРО МОО «ЖНО»). Икĕ куна тăсăлнă ĕçлĕ канашлура Чăваш ен, Тутарстан, Пушкăртстан тата Самар тăрăхĕнчен килнĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсем опытпа паллашрĕç, вăйă конкурса йĕркелекенсемпе тĕл пулчĕç. Конференцие уçнă май педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Н.И.Мерлина профессор çапла каларĕ: «Эпир Чăваш Республикинче тĕрлĕ вăйăсем ирттеретпĕр: естествознанипе «Гелиантус», математикăпа «Кенгуру», вырăс чĕлхипе «Русский медвежонок», акăлчан чĕлхипе «Британский бульдог», информатикăпа «Кит» тата ытти те. Раççейра наци чĕлхипе ирттерекен пĕртен-пĕр вăйă, кунашкал вăйă урăх никамсен те хальлĕхе çук. Эпир вара чăваш чĕлхипе çак вăййа йĕркелесе яма пултартăмăр. Кăçал «Чĕвĕлти чĕкеç» вăййăн 10 çулхи юбилейĕ. Çав ятпа эп сире пурне саламлатăп, малашне те вăйă конкурс аталанса пытăр, ăна ачасем юратсах вылятчăр». Г.В. Степанова вăййăн статистикипе паллаштарчĕ, вылякансен шучĕ çулсерен ӳснине палăртрĕ. Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствин ĕçченĕ И.В. Ядранская та вăййăн историне аса илчĕ, малашлăха палăртса ăнăçусем сунчĕ. Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ А.С. Егорова доцент «Чĕвĕлти чĕкеç” вăйă ыйтăвĕсем-заданийĕсем çинче чарăнса тăчĕ, чылай усăллă сĕнӳсемпе канаш пачĕ. Е.А. Майков шкулта вĕренекенсене пулăшас тĕллевпе çак вăййăн электрон вариантне презентацилерĕ. Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ю.М. Виноградов доцент вăйă çине наука куçĕпе пăхса хакларĕ, вĕрентекенсен чылай ыйтăвĕсем çине хурав пачĕ. Çаврасĕтелте кашниех хăйĕн шухăшне калама пултарчĕ, ырă сĕнӳсемпе предложенисем чылай пулчĕç. Паллах вĕсене малашнехи вăйăсенче шута илĕç.
Çыпăçтарнисем: |