2013 çулхи чӳкĕн 30-мĕшĕпе раштавăн 1-мĕшĕнче «Волжанка» санаторинче Раççейри «Чĕвĕлти чĕкеç — чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурс 10 çулта. Опыт. Татса памалли ыйтусем. Малашлăх.» ятпа регионсем хушшинчи ăслăлăхпа ĕçлев конференцийĕ иртрĕ. Конференцие ирттерекенĕ — «Хĕрарăмсем ăслăлăхра тата вĕрентӳре» регионсем хушшинчи обществăлла организацин чăваш регионĕнчи уйрăмĕ (ЧРО МОО «ЖНО»).
Икĕ куна тăсăлнă ĕçлĕ канашлура Чăваш ен, Тутарстан, Пушкăртстан тата Самар тăрăхĕнчен килнĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсем опытпа паллашрĕç, вăйă конкурса йĕркелекенсемпе тĕл пулчĕç. Конференцие уçнă май педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Н.И.Мерлина профессор çапла каларĕ: «Эпир Чăваш Республикинче тĕрлĕ вăйăсем ирттеретпĕр: естествознанипе «Гелиантус», математикăпа «Кенгуру», вырăс чĕлхипе «Русский медвежонок», акăлчан чĕлхипе «Британский бульдог», информатикăпа «Кит» тата ытти те. Раççейра наци чĕлхипе ирттерекен пĕртен-пĕр вăйă, кунашкал вăйă урăх никамсен те хал
...
Малалла вула »