Кунĕпех чÿрече умĕнче ларчĕ Илемпи. Темшĕн, те тулта çил-тăман çавăрттарнипе, чунĕнче лăпкă мар унăн паян. Хĕлĕ те кăçал сивĕрех килчĕ. Кунсеренех тăман алхасать, шурă юр вĕçет. Тухас та килмест пÿртрен. Тухма тенĕрен... Ура çине тăма мехел çитнĕ пулсан Илемпи сивве те пăхмĕччĕ, урамран та кĕмĕччĕ. Эх, утĕччĕ те утĕччĕ çил-тăмана хирĕç, юр пĕрчисене тытса ал тупанĕ çинче ирĕлтерĕччĕ. Май çук çав... Шăпа пÿрмен. Халĕ те тунсăхлăн урамалла тинкерет Илемпи. Мĕншĕн çапла пулса тухрĕ-ха? Кам айăпĕпе нушаланать вăл? Ассăн сывласа илчĕ те инвалид кÿмине вырăнĕ еннелле çавăрчĕ. Вырăн çинче çемçе тÿшек, мамăк минтер, тĕрленĕ çитти. Йăлтах илемлĕ, тирпейлĕ... Анчах вĕсем вĕри куççульпе мĕн чухлĕ йĕпеннине, Илемпи миçе каç çывăрайманнине, енчен-енне çаврăннине никам та пĕлмест? Турă çеç тĕшмĕртет ахăртнех. Пĕрре мар асăннă хĕр ун ятне. Ура çине тăма ĕмĕтленсе вĕçĕмсĕр унран пулăшу ыйтнă. Пурнăç çапах улшăнман. Малтанхи пекех тертленет хĕр. Кÿршĕри Ленуках епле телейлĕ. Пурте пур унăн, ашшĕ-амăшĕ те начар çынсем мар, пысăк вырăнта тăрăшаççĕ. Илемпи вара ирсерен тантăшĕсем ĕçе васканине сăнать, каçсерен Ленук патне килнĕ Герăн хаваслă сассине итлет. Гера... Ăмсанмалли каччă. Пĕлет çав Лена кампа çÿремеллине, кама куç хывмаллине. Илемпи чĕрине те вут хыптарнăччĕ йĕкĕт. Анчах хĕр хăй утма пултарайманнишăн çав тери вăтанатчĕ. Гера пĕрех саватчĕ Илемпине. Курмассерен ăш куллине парнелесе çепĕç сăмахсем калатчĕ. Кун пек чух Илемпи малтанхи савнине, Володьăна, аса илетчĕ. Туй кунне те палăртса хунăччĕ вĕсем. Тăванĕсене те тахçанах чĕнсе хунăччĕ, апат-çимĕçне те хатĕрленĕччĕ. Шур кĕпепе пĕркенчĕке тăхăнса миçе хут пăркаланнă-ши тĕкĕр умĕнче... Уявччен пĕр кун маларах Володя çĕрĕсем туянма хулана çул тытрĕ. Илемпи те каясшăнччĕ, килте ĕç нумаййи чăрмантарчĕ ăна. Ирех кайнă Володя кăнтăрла иртсен те килмерĕ-ха. Пăлханса кĕтрĕ ăна пулас мăшăрĕ. Кун каç енне сулăнсан савнийĕн амăшĕ чупса килчĕ. "Ах, хĕрĕм! Больницăран шăнкăравларĕç. Володьăна тем пулман-ши? Уçăмлă илтĕнмерĕ. Айта-ха часрах”, – терĕ хĕрарăм куççуль витĕр. Район центрне каякан автобус çине васкарĕç вĕсем. Больницăра вĕсене кĕтсех тăнă иккен, тÿрех палатăна ертсе кĕчĕç. "Турăçăм! Мĕн пулчĕ-ха, ывăлăм?!” – тесе йĕрсе ячĕ амăшĕ. Сăнĕ шурса кайрĕ унăн. Илемпи каччи патне пырса ăна ятран чĕнчĕ, куçне уçма йăлăнчĕ. Аварие лекнĕскерĕн пичĕ чĕп-чĕр юн. Палласа илме те хĕн. "Илемпи, каçар. Çĕрĕсем малти кĕсьере. Телейлĕ пул... Анне...” – теме çеç пултарчĕ Володя. Сасси шала кайрĕ. Юратнă савнийĕ çут тĕнчепе çапла сыв пуллашма пултарасса пач та ĕненес килмерĕ хĕрĕн. Унчченех кăшт суракан ури туртса ыратса килнипе, пилĕкĕ тĕлĕнчен яшлатса чикнипе урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ вăл. Çапла самантрах икĕ хуйхă пырса çапрĕ ăна – савнă тусĕн вилĕмĕ тата урасăр пулни. Унтанпа миçе тухтăр патне çитмен-ши Илемпи? Кăлăхах... Хĕрĕн чун суранне сиплессишĕн вара Гера тăрăшрĕ. Каçсерен пÿрт умĕнче тĕл пулса сăмахлатчĕç вĕсем. Хальхинче темшĕн пĕри те пĕр сăмах чĕнеймерĕ. Чылай шăп ларсан: "Илемпи, татăклăн калаçма шутларăм. Каçар, тек пултараймастăп. Качча тух мана. Утманни тем мар, ĕмĕр алă çинче йăтса çÿрĕп”, – терĕ Гера. Кун пеккине кĕтмен хĕр йăлт çухалса кайрĕ. Пĕрре ури çине тинкерчĕ, тепре каччăн юратупа тулнă мăшăр куçĕнчен пăхрĕ. Мĕн тавăрса каламалла-ши кун пек чух? Сывă, тĕрĕс-тĕкел пулнă пулсан мĕн каламаллине те пĕлĕччĕ. Куçĕ умне Володя сăнарĕ тухса тăчĕ. Макăрас мар тенĕ çĕртех йĕрсе ячĕ Илемпи. Гера ăна лăплантарчĕ, тата тем каларĕ. Хĕр куçĕнчен юхакан куççуле вĕри тутипе чуп туса типĕтрĕ. Илемпи те ăна мăйĕнчен ыталанăччĕ. Анчах хăйне тытса чарчĕ. Пултараймасть вăл ăна качча тухма! Тÿпери çăлтăрсем каччăпа килĕшме сĕннĕн мĕлтлетрĕç. Илемпи çаплах ĕненеймерĕ-ха хăй телейне. Ыранччен шухăшлама вăхăт ыйтрĕ. Каччă каçхи сĕмлĕхре çухалнине пăхса ларакан хĕр умне сасартăк Лена тухса тăчĕ. "Качча каятăн апла? Маттур, маттур, пултаратăн”, – шăл витĕр сăрăхтарчĕ вăл. "Эсĕ... Эсĕ... Мĕнле намăс мар сана вăрттăн итлесе тăма?” – кÿренсе пăшăлтатрĕ Илемпи. "Ан та ĕмĕтлен, хăв çине лайăхрах тинкерсе пăх. Кам эсĕ? Сывă каччăна сывă хĕр кирлĕ”, – тесе ахăлтатса кулса ячĕ те килнелле утрĕ Лена. Тин çеç шанăçпа, ĕмĕтсемпе тулнă кăмăл самантрах пăсăлчĕ. Шухăшсем пăтранчĕç. Кĕрсе выртсан та çывăраймарĕ, усал тĕлĕксемпе аташрĕ. Тепĕр кунне Гера яланхи пек Илемпи чÿречинчен пырса шаккарĕ. Иккĕшĕ ларнă хурăн айĕнче тăчĕ, каллĕ-маллĕ утрĕ. Хĕр тухмарĕ, чунне хытарса пÿртре ларчĕ. Хăйĕн Герăна курас, калаçас килнине те пăхмарĕ. Савнине кĕтсе илеймесĕрех килне утрĕ каччă. "Тăхта!” – тесе кăшкăрас килчĕ пикен. Сасартăк Герăпа юнашар Ленăна асăрхарĕ вăл. Лешĕ хăйне ăсатма ыйтать пулас. Йĕкĕт хирĕçленине пăхмасăрах ун çинелле тайăлать. Часах икĕ мĕлке Ленăсен енне пăрăнса курăнми пулчĕ. Икĕ çул иртрĕ Герăпа Илемпи уйрăлнăранпа. Чылай улшăну пулса иртрĕ ку вăхăтра. Ленăпа Гера çемье çавăрчĕç. Илемпи амăшĕ чылай хушă чирлесе выртнă хыççăн çĕре кĕчĕ. Пĕр-пĕччен тăрса юлчĕ хĕр. Халь тин ури çине тăрасса та шанмасть. Аптранă енне сăвăсем шăрçалама пуçларĕ. Пĕтĕм хуйхи-суйхи, ыратăвĕ-юратăвĕ сăрхăнса тухать вĕсенче. Герăпа Лена çураçуллă пурăнаймарĕç. Лена пĕтĕм ăнман ĕçĕсемшĕн кÿршĕ хĕрне айăпларĕ. Ăна кураймарĕ, тавăрма меллĕ самант шырарĕ. Çиллине ниçта шăнăçтарайманнипе ĕçкелеме те пуçларĕ. Гера та тертленчĕ. Хăш-пĕр каçсенче, арăмĕ ÿсĕр чухне, килте те çĕр каçмарĕ. Ял урамĕ тăрăх утрĕ. Пĕррехинче çапла сисмесĕ-рех Илемпи çурчĕ умне çитсе тухрĕ. "Кĕрес-ши, çук-ши?” – тесе иккĕленчĕ. Çапах алăк хăлăпне тытрĕ. Çывăрма хатĕрленекен хĕр сас енне вăртах çаврăнчĕ. Герăна курсан аванмарланса кайрĕ вăл. Епле-ха; Илемпи урайĕнче кĕтсе илет тахçан юратнă савнине... Арçын асăрханса йăтса илчĕ те кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ ăна. "Каларăм-çке сана, Илемĕм, качча тух мана, алă çинче йăтса çÿрĕп терĕм. Килĕшмерĕн. Пурăнаймастăп Ленăпа, сивĕ вăл, ют...” – пăшăлтатрĕ Гера. Çав вăхăтра алăк уçăлчĕ, пÿрте ÿсĕр Лена кĕрсе тăчĕ. "Эп упăшкана шыратăп. Вăл авă ăçта! Йăпатма, ачашлама килтĕн апла малтанхи савнине!?” – кăшкăрашрĕ вăл. Унтан пÿртри япаласене кисретме, енчен енне ывăтма тытăнчĕ. "Чарăн! Эп сан умра нимĕнпе те айăплă мар, Лена”, – терĕ Илемпи куççульленсе. Гера арăмне çавăтса илсе тухса кайрĕ. Чылайччен пурнăçĕ çинчен шухăшласа выртрĕ телейсĕр хĕр. Макăрчĕ, кулянсах çывăрса кайрĕ... "Пушар! Пушар! Илемпи килĕ çунать!” – тесе кăшкăрса чупрĕç клубран таврăнакан çамрăксем. "Илемпине, Илемпине çăлмалла!”, – пăлханчĕç çынсем. Çакна сăнаса тăракан Лена аллинчи шăрпăк курупкине ывăтрĕ те васкаса килне чупрĕ. Ăна асăрхаса тытса чарчĕç. Илемпи пÿрчĕ ялкăшса çунчĕ. Патне пыма та çук. Гера та кунтах иккен. Тытса чараймарĕç ăна, çунакан пÿрте чупса кĕрсе кайрĕ. Шатăртатса çунакан пĕренесем ишĕлсе анчĕç... "А-а-х!” – пĕр саслăн ахлатрĕ халăх... Пушара сÿнтерчĕç. Вут пуççисем çеç тăрса юлчĕç... тата вилĕмсĕр юрату – Илемпипе Герăн юратăвĕ...
Михаил ШИБАЕВ.
ЧР, Йĕпреç районĕ, Пучинке.
Çыпăçтарнисем: |