Нумаях пулмасть Красноармейскинче Совет Союзĕн Геройĕ В. В. Васильев çуралнăранпа 100 çул, Раççей космонавтикин çулталăкне тата Ю. А. Гагарин космоса вĕçсе кайнăранпа 50 çул çитнине халалласа ачасемпе çамрăксен "Яковлев хунавĕсем” обществăлла организацисен районти Х фестивалĕ иртрĕ. Çак пысăк форума Трак енри 12 шкулти ачасемпе çамрăксен пуçламăш организацийĕсен лидерĕсем хутшăннă. Халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче асăннă мероприятине райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Ю. А. Васильев уçнă, пухăннисене ăшшăн саламланă. Уяв хăни, вăрçă тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ М. П. Прохоров сăмах илсе çапла каланă: "Питех те аван, пирĕн вăхăтри ĕлĕкхи ырă йăласене — пионер юхăмне — тытса пыракансене тав тумалли çеç юлать”. Çав кун пирĕн вĕренекенсене хăйĕн çепĕç юррисемпе Çурçĕр Кавказри хаяр тытăçусене хутшăннă Александр Мингалев юрăç саламланă. Мăн Шетмĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул коллективĕн делегацийĕ Александр Егоровичпа пĕрле Красноармейскинчи Мухтав монуменчĕ умне чечек кăшăлĕ хунă. Ун хыççăн уява хутшăннисем ялав тата параппанçăсен ушкăнĕ хутшăннипе райцентрти В. Васильев урамĕпе утса иртсе Çĕнтерÿ паркне çитнĕ. Унта ачасем "Игровая”, "Сказка-экспромт”, "Ростки Яковлева”, "Геометрические фигуры”, "Географическая”, "Веселые игры”, "Города”, "Рыбалка”, "Путешествие по странам”, "Пальчики”, "Художественная”, "Свободное место” ятлă маршрут хучĕсем тăрăх çÿренĕ. Райцентрти стадионта районта пирвайхи хут "хут çĕленсен” конкурсне ирттернĕ. Çакăн евĕр интереслĕ курăнăш ачасен асĕнче чылайлăха юлать. Кăвак тÿпе айĕнче вĕренекенсем хатĕрленĕ 23 хут çĕлен "вĕçнĕ”. Фестивальпе тупăшусене хутшăннă кашни ачах хисеп грамотисемпе призсене тивĕçнĕ. Уяв пурте пĕрле "Шире круг” юрра юрланипе вĕçленнĕ.
Ю.Маркова
Çыпăçтарнисем: |