Чăваш вĕрентекенĕсен канашлăвĕ (Педканаш) çапла пĕлтерет: Кăçал инçет олимпиадăсемпе конкурссем иртнĕ çулсенчи пекех вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех пулĕç. Пĕр уйрăмлăх кăна пур - çĕнĕ çул хыççăн чăваш вĕрентекенĕсем валли ятарлă инçет конкурс ирттересшĕн. Мĕнле темăпа пуласси пĕтĕмпех сирĕнтен, чăваш учителĕсенчен, килет. Чи лайăх сĕнĕве пурнăçа кĕртме тăрăшăпăр. Халĕ интернет конкурссем пирки: 1. "Ĕмĕтсен çăлкуçĕ" конкурс - чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать. 2. Тупмалли юмахсен конкурсĕ - юпа уйăхĕ. 3. "Эп пĕлетĕп чăвашла пуринчен те лайăхрах" олимпиада - раштав уйăхĕ. 4. Чăваш вĕрентекенĕсен "Шур акăш тĕкĕпе пек çемçе" конкурсĕ - нарăс уйăхĕ. 5. "Мăн асаттесен çулĕ" конкурс - пуш уйăхĕ.
Конкурссем çинчен тĕплĕнрех Педканаш, Инçет вĕренÿ центрĕн тата Чăваш халăх сайчĕсеннче пĕлме пулĕ.