«Кĕрен Парăс» лагерь çулленех Раççей Федерацийĕнчи тата ют çĕршывсенчи чăваш ачисене йышăнать. Ку смена ыттисенчен расна. Ачасене тăван чĕлхепе хитре те тĕрĕс калçама вĕрентеççĕ, культурăпа, авалхи йăла-йĕркепе паллаштараççĕ. Кăçал 11 регионтан 50 яхăн ача килнĕ.