Ӗнтӗ виҫҫӗмӗш эрне никампа та калаҫмастӑп. Кӑмӑлӑм ҫук. Тӗрӗссипе,
ӑна чи юратнӑ ҫыннӑм Валера пӑсса хучӗ.
Пӗр кунхине ир-ирех такамран СМС илтӗм. "Ҫын савнийӗпе телейлӗ
пулатӑп терӗн-ши? Ан ман, ҫын куҫҫулӗ ҫӗре ӳкместех", - тенӗ унта. Ним те ӑнланмарӑм.
Ара, эпӗ камӑн каччине туртса илнӗ вара? Валерӑпа тӑваттӑмӗш ҫул пӗр хирӗҫмесӗр
ҫӳретпӗр те, ӑна нихӑҫан та урӑххипе ылмаштарман. Такампа пӑтраштараҫҫӗ тесе ун
чухне хама хам лӑплантартӑм-ха.
Тепӗр кунне каллех ҫавнашкал
ҫыру илтӗм, кайран татах... Шӑп ҫак кунхине ман пата Валера килчӗ. Сумкине тенкел
ҫине лартрӗ те: "Ҫӑкӑр илме маннӑ", - тесе хыпаланса тухса кайрӗ. Ак унӑн
телефонӗ шӑнкӑртатрӗ. Чӑтаймарӑм, ярса тытрӑм ӑна. Турӑҫӑм! Валера патне мана
СМС яракан номер шӑнкӑравлать...
Кайран Валера кӗрсен телефонри СМС-сене кӑтартрӑм та: "Ҫаксем
мӗне пӗлтереҫҫӗ?" - терӗм куҫран пӑхса. Вӑл пуҫне усрӗ те диван ҫине ларчӗ.
"Санпа паллашиччен Гальӑпа ҫӳренӗ эпӗ. Кайран пӗрремӗш хут сана курсан ҫывӑрайми
пултӑм. Ӗнтӗ Галя пирки йӑлтах мантӑм, пӗр эсӗ ҫеҫ интереслентерме тытӑнтӑн. Манӑн
никам та ҫук тесе суйрӑм ун чухне. Каҫар...", - терӗ шӑппӑн.
"Пӗлетӗн-и, халӗ айӑпли эсӗ мар, эпӗ пулса тухрӑм-ҫке!"
- сассӑма хӑпартсах кӑшкӑртӑм Валера ҫине. Вара ӑна тухса кайма тархасларӑм.
Эх, епле юратса ҫӳрерӗмӗр эпир Валерӑпа! Галя вара кашни кун куҫҫуль
юхтарса пурӑннӑ. Ара, вӑл та Валерӑна ҫав тери юратнӑ-ҫке. Пӗлнӗ пулсан-и, ҫак илемлӗ
йӗкӗтпе туслашас та ҫукчӗ. Халӗ мӗн тумалла? Пӗлместӗп. Валерӑна Гальӑна памалла
е каллех хамӑн тӗл пулма тытӑнмалла?
Вероника. ЧР, Тӑвай районӗ.
Çыпăçтарнисем: |