Чăваш хĕрĕ-пики ĕлĕкрен сăпайлă та вăтанчăк пулнă, çав хушăрах маттурлăхĕпе палăрнă. Акă, кăçал та районти Культура çуртĕнче “Трак ен пики” конкурс пулчĕ. Халăх лăк туллиехчĕ унта. Пикесем юрларĕç те, ташларĕç те, видеороликсем те кăтартрĕç. Пурте — маттур. Ольга Илларионова, авă, Красноармейски вăтам шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренет. Илемлĕ, яштака пике. Сакăр пике хушшинче мĕнпе тыткăнларĕ-ха вăл пире? Хамăр ретре 50—60 çулсенчи çынсем лартăмăр. Оля хăйĕн вăтанчăклăхĕпе, сăпайлăхĕпе тата чăн-чăн чăваш чĕлхипе тыткăнларĕ. Вăл “4” тата “5” паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать, тĕрлĕ конкурс-олимпиадăсене хутшăнса Дипломсене тивĕçет. Çавăн пекех “Артек” лагере кайма та путевка çĕнсе илме пултарнă. Ирĕклĕ майпа кĕрешсе 32 медальпе 19 кубок илнĕ. Маттур! Тепĕр самант. Чăваш пикин ташши асра юлчĕ. Оля чăваш кĕввипе илемлĕ те çăмăл хусканупа ташлама тухрĕ — каччи те юнашарах. Халăх вĕсем ташланине тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ. Чăваш ташши пирĕн çулхисене чунтанах тыткăнларĕ. Каярахпа ташлакан каччă Ольăн пиччĕшĕ — Слава пулнине пĕлтĕмĕр. Вăл Упи вăтам шкулĕн 10-мĕш класĕнче пĕлỹ пухать. Оля тата Слава, сирĕнте чăвашлăх пур, унпа мухтанмалла, савăнмалла. Юлашкинчен мĕн каласшăн-ха? Оля Илларионована 3-мĕш вырăн пачĕç. Паллах, аван, лайăх. Анчах та пирĕншĕн, Оля, эсĕ пĕрремĕш. Сана малашне ăнăçу-çитĕнỹсем сунатпăр. Чăн-чăн чăваш пикин ташлама та, юрлама та пĕлмелле, çав вăхăтрах вăйлă та маттур пулмалла. Сан ỹсĕмсем çакна çирĕплетеççĕ те. Тĕслĕх илмелли санра пур. Çитĕнỹсемшĕн Красноармейски вăтам шкулĕн коллективне тата аçу-аннỹне тав тумалла. Такăр çул, ăнăçусем сана, Оля пике!
Çыпăçтарнисем: |