Чăваш хĕрĕ-пики ĕлĕкрен сăпайлă та вăтанчăк пулнă, çав хушăрах маттурлăхĕпе палăрнă. Акă, кăçал та районти Культура çуртĕнче “Трак ен пики” конкурс пулчĕ. Халăх лăк туллиехчĕ унта. Пикесем юрларĕç те, ташларĕç те, видеороликсем те кăтартрĕç. Пурте — маттур. Ольга Илларионова, авă, Красноармейски вăтам шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренет. Илемлĕ, яштака пике. Сакăр пике хушшинче мĕнпе тыткăнларĕ-ха вăл пире? Хамăр ретре 50—60 çулсенчи çынсем лартăмăр. Оля хăйĕн вăтанчăклăхĕпе, сăпайлăхĕпе тата чăн-чăн чăваш чĕлхипе тыткăнларĕ. Вăл “4” тата “5” паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать, тĕрлĕ конкурс-олимпиадăсене хутшăнса Дипломсене тивĕçет. Çавăн пекех “Артек” лагере кайма та путевка çĕнсе илме пултарнă. Ирĕклĕ майпа кĕрешсе 32 медальпе 19 кубок илнĕ. Маттур! Тепĕр самант. Чăваш пикин ташши асра юлчĕ. Оля чăваш кĕввипе илемлĕ те çăмăл хусканупа ташлама тухрĕ — каччи те юнашарах. Халăх вĕсем ташланине тăвăлл
...
Малалла вула »