Ҫумра юратнӑ ҫын пулсан мӗн тери аван иккен. Вӗҫӗмсӗр юрлас-ташлас
килет.
Юрӑпа эпир шӑп та лӑп виҫӗ ҫул
каялла Юратакансен кунӗнче паллашрӑмӑр. Троллейбусран тухнӑ чухне ура ӑнсӑртран
шуса кайрӗ те тротуар ҫине ӳкрӗм. Ҫук, никам та хӗрхенсе алӑ парса тӑратмарӗ. Ура
тӳсмелле мар ыратнӑран аран тӑтӑм та уксахла-уксахла сак ҫине кайса лартӑм.
- Хӗр ачи, ҫак сумка сан мар-и?
- терӗ сасартӑк такам хул пуҫҫинчен тытса. Ҫаврӑнса пӑхрӑм та - чечек ҫыххи йӑтнӑ
кӑн-кӑвак куҫлӑ йӗкӗт тӑнине курах кайрӑм. Сулахай аллинче вара ман сумка.
- Сирпӗнсе кайнӑскере ӑҫтан тупрӑн?
- тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм эпӗ.
- Шыракан тупать. Ну мӗнле, ӳксе
аманмарӑн-и? - йӑл кулчӗ хайхискер.
Иккен ҫак ҫӗр ҫинче мана хӗрхенекен те тупӑнчӗ. Чун ҫемҫелнипе
макӑрсах ятӑм.
- Ан хӳхле. Ак сана парне, - тесе
хи-и-тре чечек ҫыххине мана тыттарчӗ.
- Кирлӗ мар. Хӑвӑн юратнӑ ҫыннунах
кайса пар ӑна. Сана чӑтӑмсӑррӑн кӗтет пулӗ паянхи кун, - хирӗҫлерӗм тарӑхса. Вӑл
вара каллех йӑл кулчӗ те:
- Шел те, ман нимле савни те ҫук. Пытармасӑр каласан, ку чечек
ҫыххине аппа валли илнӗччӗ. Ун паян ҫуралнӑ кунӗ. Юрӗ, ӑна урӑх парнепе савӑнтарӑп.
Ҫак илемлӗ ҫеҫкене, тархасшӑн, кӑмӑлпах йышӑнсам, - терӗ куҫран пӑхса. ...Унтанпа эпир питӗ туслӑ пурӑнатпӑр. Юратакансен кунне те хаваслӑн
кӗтсе илес ӗмӗтлӗ эпир.
Эвелина, ЧППУ студентки.