Юнкун, 08.05.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Чÿк » 28 » «Педагогикăри пысăк ăсталăхшăн» номинаци çĕнтерÿçи М.Н.Печникова. Саламлатпăр!
«Педагогикăри пысăк ăсталăхшăн» номинаци çĕнтерÿçи М.Н.Печникова. Саламлатпăр!
19:53
Раççей шайĕнче иртекен тăван чĕлхене вĕрентекенсен конкурсĕнчен Печникова Мария Николаевна çĕнтерÿпе таврăнчĕ. Вăл çак конкурсăн юлашки турĕнче «Педагогикăри пысăк ăсталăхшăн» номинацире мала тухнă.
Печникова М.Н. Шупашкарти 50-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Вăл вырăс шкулĕн 8-мĕш класĕнче чăваш чĕлхи вĕрентмелли хальхи учебникпа меслет сĕнĕвĕсен авторĕ.
Раççей конкурсĕнче пирĕн республикăри вĕрентекенсем çулсеренех хутшăнаççĕ. Акă пĕлтĕр Йĕпреçри 2-мĕш шкул вĕрентекенĕ Алена Андреевна Ядрицова конкурсран çĕнтерÿçĕ ятне илсе таврăнчĕ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 459 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (28.11.2011 19:54) [Материал]
Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствинче Раççей шайĕнче иртекен тăван чĕлхене вĕрентекенсен конкурсĕнчи «Педагогикăри пысăк ăсталăхшăн» номинаци çĕнтерÿçипе Мария Печниковăпа «çавра сĕтел» иртрĕ.
Мария Николаевна конкурс тапхăрĕсем пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Конкрса кашни хутшăнаканах (47 конкурсант пулнă) педагогикăра усă куракан вăрттăнлăхсене уçса пама пултарнине палăртрĕ çĕнтерÿçĕ. «Вĕренмелли питех те нумай, хам конкурса хутшăнма пултарнишĕн питех те савăнатăп,» - тесе пĕтĕмлетÿ турĕ М. Печникова.
С. Петрова, Вĕренÿ министрĕн çумĕ, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен пултарулăхне палăртса хăварчĕ. Асăннă конкурсра вĕрентекенсем 2007-мĕш çултанпа хутшăннине, çулсеренех малти вырăнсене йышăннине каларĕ.
„Раççей конкурсĕнче пирĕн республикăри вĕрентекенсем çулсеренех хутшăнаççĕ. Акă пĕлтĕр Йĕпреçри 2-мĕш шкул вĕрентекенĕ Алена Ядрицова конкурсран çĕнтерÿçĕ ятне илсе таврăнчĕ.
Печникова М.Н. Шупашкарти 50-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Вăл вырăс шкулĕн 8-мĕш класĕнче чăваш чĕлхи вĕрентмелли хальхи учебникпа меслет сĕнĕвĕсен авторĕ. Пултарулăхĕ нумай енлĕ Мария Николаевнăн, конкурсри çитĕнÿсемшĕн ăна чунтан саламлатпăр,” – тесе вĕçлерĕ сăмахне Светлана Владимировна.



Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:21:05
Шырав
Кун тăрăм
«  Чÿк 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!