Вырсарникун, 22.12.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Юпа » 10 » ПУХĂНСА КАЛАÇМА ВĂХĂТ МАР-И?
ПУХĂНСА КАЛАÇМА ВĂХĂТ МАР-И?
15:45
nullПилĕк çул ытла ĕнтĕ эпир аслă классенчи ачасене В.Г.Родионовпа Г.И.Федоров хатĕрленĕ чăваш литературин учебникĕсемпе тата хрестоматийĕсемпе вĕрентетпĕр. Çак тапхăрта кĕнеке çыракансене тав тумалли те, хирĕçле шухăш та, сĕнсе каламалли те чылай пухăнчĕ.
10-11-мĕш классенче тишкерме сăмахлăх историйĕнче палăрнă чăваш классикĕсен чи паха хайлавĕсене илнĕ. Вĕсем паянхи ачасене пурнăçа ăнланма, ырăпа усала уйăрма, çынлăха тытса пыма, кăмăл-сипет енчен таса пулма вĕрентеççĕ. Ку лайăх-ха. Çапах шкул ачисемпе учительсенчен учебниксемпе хрестоматисен пахалăхĕ пирки тĕрлĕ сăмах илтме тиврĕ: "Йывăр чĕлхепе çырнă”, "Ачасем валли мар, студентсем валли вĕсем”, "Учебникри материал ăслăлăх шайĕнче”, "Хайлава вуласа тишкермелли тата вуланă хыççăн сÿтсе явмалли ыйтусем кăткăс”, "Учебниксенче произведени çинчен, хайлаври сăнарсем пирки уçăмлă та татăклă каламанни чылай тĕл пулать”, "Литература историйĕпе теорийĕн кăткăс материалне ачасене май килнĕ таран ăнланмалла чĕлхепе çырасчĕ”...
Вăхăт хăвăрт шăвать. 2010 çулта аслă классем валли чăваш литературин çĕнĕ вĕренÿ кĕнекисемпе хрестоматийĕсем тухмалла. Вĕсем паянхи пурнăç, çĕнĕ орфографи правилисене тивĕçтерĕç-ши? Çакна маларах, çĕнĕ кĕнекесем пичетлениччен тишкермелле. Ăсчахсемпе вĕрентекенсен пĕрле пухăнса сÿтсе явмалла. Тĕп калаçăва, ăна "çавра сĕтел” тейĕпĕр, 2009 çулхи раштав уйăхĕн иккĕмĕш эрнинче ирттерсен аванччĕ. Ку шухăша В.Г.Родионовпа Г.И.Федоров профессорсем те, ЧНК вице-президенчĕ В.А.Абрамов та, Вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕ Ю.М.Виноградов та ырларĕç.
"Çавра сĕтел” йĕркелес яваплăха ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин, Чăваш наци конгресĕн, ЧР Вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин хăйсен çине илмелле. Вăл республика шайĕнче Вĕрентÿ институтĕнче ирттĕр. Çак канашлура аслă классене кирлĕ чăваш литературин кĕнекисене çĕнетес, шкул ачине ăнланмалла чĕлхепе çырас, содержание пуянлатас, çыравçăсен хăш хайлавĕсене хăварас е кĕртес, е хальхи писательсен, поэтсен ĕçĕсемпе паллаштарас, меслет кăтартăвĕсем çырас тата ытти ыйтăва çĕклемелле.
Паллах, чăваш литературине аслă классенче çĕнĕлле вĕрентес ыйтăва малтан районсенче чăваш литературине вĕрентекенсен канашлăвĕсенче, меслет пĕрлешĕвĕсенче, ассоциацисенче сÿтсе явмалла. Халĕ шкулта усă куракан учебниксемпе хрестоматисене туллин тишкернĕ хыççăн тин сĕнÿсене республика шайĕнче иртекен "çавра сĕтеле” çитерме, тухса калаçма яваплă çынсене хатĕрлемелле.
Çак шухăша ырлакансене, калаçăва хутшăнма кăмăл тăвакансене, пуçаруллă ĕçлекен учительсене хăйсен шухăшĕсене "Хыпар” хаçата çырса яма ыйтатпăр.

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 729 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 4.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:04:12
Шырав
Кун тăрăм
«  Юпа 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!