![null](/002.jpg)
Пилĕк çул ытла ĕнтĕ эпир аслă классенчи ачасене В.Г.Родионовпа Г.И.Федоров хатĕрленĕ чăваш литературин учебникĕсемпе тата хрестоматийĕсемпе вĕрентетпĕр. Çак тапхăрта кĕнеке çыракансене тав тумалли те, хирĕçле шухăш та, сĕнсе каламалли те чылай пухăнчĕ.
10-11-мĕш классенче тишкерме сăмахлăх историйĕнче палăрнă чăваш классикĕсен чи паха хайлавĕсене илнĕ. Вĕсем паянхи ачасене пурнăçа ăнланма, ырăпа усала уйăрма, çынлăха тытса пыма, кăмăл-сипет енчен таса пулма вĕрентеççĕ. Ку лайăх-ха. Çапах шкул ачисемпе учительсенчен учебниксемпе хрестоматисен пахалăхĕ пирки тĕрлĕ сăмах илтме тиврĕ: "Йывăр чĕлхепе çырнă”, "Ачасем валли мар, студентсем валли вĕсем”, "Учебникри материал ăслăлăх шайĕнче”, "Хайлава вуласа тишкермелли тата вуланă хыççăн сÿтсе явмалли ыйтусем кăткăс”, "Учебниксенче произведени çинчен, хайлаври сăнарсем пирки уçăмлă та татăклă каламанни чылай тĕл пулать”, "Литература историйĕпе теорийĕ
...
Малалла вула »