Эрнекун, 29.03.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2017 » Утă » 4 » Шкултан вĕренсе тухакан хĕрсемпе каччăсем — сывпуллашу балĕнче
Шкултан вĕренсе тухакан хĕрсемпе каччăсем — сывпуллашу балĕнче
09:09

Фоторепортаж

Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче, ытларикун, Раççей çамрăкĕсен кунĕнче Чăваш Республикин Трак енри (Красноармейски районĕнчи) шкулĕсенчен вĕренсе тухнă 61 каччăпа хĕр йăлана кĕнĕ йĕркепе Красноармейскине сывпуллашу балне пухăнчĕç. Вăл кун тата каçхине çанталăк çамрăксен кăмăлне пăсас темерĕ пулас, янкăр хĕвел пăхрĕ, ăшă çил вĕрчĕ, каçĕ те çăлтăрлăччĕ. 17 сехет иртсен капăр тумланнă хĕрсемпе каччăсем район центрĕнче Тăван çĕршывăн 1941—1945 çулĕсенчи Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă Монумент патне пухăнчĕç. Кашнин çи-пуçĕ куçа йăмăхтарать. — Пирĕн ырă йăла пур, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-вĕрентỹ пайĕн начальникĕ С. Григорьева, — эпир яш-кĕрĕмпе тăтăшах çак сăваплă вырăна пухăнатпăр. Иртнĕ вăрçăра паянхи савăк та çутă пурнăçшăн пирĕн ентешсем те вăй-халне шеллемесĕр кĕрешнĕ, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйсен тỹпине хывнă. Акă, Трак енрен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 6 пин ытла çын тухса кайнă, вĕсенчен çурри ытла çуралнă ене таврăнайман. Вĕсем умĕнче ялан парăмра. Эпир кашни паттăр-ентеше асра тытма тивĕç. Хĕрсемпе каччăсем “Асăну çурти” акцие хутшăнса çуртасем çутрĕç, вăрçă паттăрĕсене асăнса пĕр минут хушши шăп тăчĕç. Унтан пурте пĕрле Ленин урамĕпе Çĕнтерỹ паркне улăхрĕç. Хаваслă юрă-кĕвĕ янăрать. Парк ачасен ашшĕ-амăшĕпе, тăванĕсемпе, юлташĕсемпе, сывпуллашу балне курма килнисемпе тулса ларнă, каччăсемпе хĕрсене тăвăллăн алă çупса кĕтсе илеççĕ. Вĕсем тĕп сцена умĕнчи лапама йĕркеленсе тăраççĕ. Кăçал Трак енри шкулсенчен 61 каччăпа хĕр вĕренсе тухать: Трак шкулĕнчен — 36, Красноармейскинчен — 16, Мăн Шетмĕринчен — 9. Сцена çине вĕрентỹ пайĕн начальникĕ С. Григорьева улăхать, кăçал шкулсенчен вĕренсе тухакансен сывпуллашу балĕ уçăлни çинчен пĕлтерет, пурне те çак паллă пулăм ячĕпе саламлать. Раççей Федерацийĕн Гимнĕ мăнаçлăн янăрать. Районти ачасен искусство шкулĕн вĕренекенĕ Дарья Михайлова “Россия, всей душой люблю тебя” юрă парнелет, Красноармейски вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухакансем вальс ташлаççĕ. Хĕрсемпе каччăсене район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков саламлать. "Паян чăн-чăн уяв, — тет Сергей Львович, — алла аттестат илетĕр. Çак çул, çак кун яланах сирĕн асăрта юлать. Çак вăхăта эсир вун пĕр çул кĕтнĕ. Мана çак саманта уйрăмах палăртма кăмăллă: кăçал шкул вĕренсе пĕтерекен кашни каччăпа хĕрех аллине çак документа илет. Умра вара питех те анлă çул выртать. Шанатăп: эсир тивĕçлĕ, кăмăла каякан професси туянсан та Трак çĕрне манса каймăр. Кунта эсир çуралнă, ỹснĕ, вăтам пĕлỹ илнĕ. Район, республика, çĕршыв пуласлăхĕ — сирĕнте! Тепĕр хут уяв ячĕпе”. Уяв ячĕпе пухăннисене Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев ăшшăн саламларĕ. “Кăçал Трак вăтам шкулĕнчен манăн ывăл вĕренсе тухрĕ. Шкул администрацине, мĕн пур учительсене чĕререн тав тăватăп, малашнехи çăмăл мар ĕçĕрте ăнăçу, ырлăх-сывлăх, телей сунатăп”, — терĕ Ростислав Николаевич. Район администрацийĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Анна Николаева, Анжелика Николаева (Трак шкулĕ), Надежда Козлова, Лариса Макарова, Татьяна Маркова, Наталья Яковлева (Красноармейски) "Вĕренỹре уйрăмах палăрнăшăн” медале тивĕçнĕ. Вĕсен ашшĕ-амăшне — Надежда Николаевнапа Игорь Николаевич Николаевсене, Елена Ивановна Егоровапа Леонид Анатольевич Николаева, Ольга Васильевнапа Виталий Геннадьевич Козловсене, Вера Михайловнапа Владимир Андреевич Макаровсене, Людмила Геннадьевнапа Михаил Алексеевич Марковсене, Валентина Петровнапа Петр Алексеевич Яковлевсене ачисене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕшĕн, вĕсен пултарулăхне, ăс-хакăлне ỹстерме пултарнăшăн район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç. Иван Васильев, Анна Николаева (Трак шкулĕ), Анастасия Данилова, Наталья Яковлева, Марина Спиридонова, Татьяна Маркова, Николай Лаврентьев (Красноармейски) Трак енĕн общество пурнăçне активлă хутшăннăшăн район администрацийĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç. Уяв ачисемшĕн çеç мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемшĕн те хаклă тата пĕлтерĕшлĕ. А. Григорьева, Т. Васильевана, А. Иванова, Н. Исакована, А. Терентьева Тав хучĕсем пачĕç. Ашшĕ-амăшĕн ячĕпе Н. Фомирякова тухса калаçрĕ. “Вăхăт пĕр шелсĕр малалла васкать, — терĕ вăл, — хамăр та сисмерĕмĕр вун пĕр çул хыçа юлчĕ. Пирĕн ачасене аслă çул çине тухма пулăшнăшăн мĕн пур вĕрентекене тав сăмахĕ калатпăр. Сире сывлăх пултăр, телейпе ăнăçу ялан пĕрле çỹреччĕр”. Уява пухăннисене Красноармейскинчи ачасен искусство шкулĕн вĕренекенĕсем юрă-кĕвĕ парнелеççĕ. Праçникре, йăлана кĕнĕ йĕркепе, шкултан вĕренсе тухакансене тĕрлĕрен номинацисенче чысларĕç. Вĕрентỹ тытăмĕнче ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ С. Суховетрюк “Лидер” номинацире палăрнă Анна Николаевана, Владимир Федорова (Трак), Ксения Иванована (Мăн Шетмĕ), Лариса Макарована, Татьяна Маркована (Красноармейски) Тав хучĕсем тыттарчĕ. “Эрудит” номинацире çаксем палăрнă: Надежда Козлова, Наталья Яковлева, Павел Алексеев (Красноармейски), Юрий Терентьев, Элизабет Иванова (Трак), Денис Никитин (Мăн Шетмĕ). Вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен общество канашĕн председателĕ, ЧР Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствин “Красноармейски районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр” хысна учрежденийĕн директорĕ И. Козлов вĕсене çакна тивĕçнине калакан наградăсем пачĕ. Сцена çине “Творческая личность” номинацире палăрнисене чĕнеççĕ. Красноармейскинчи ачасен искусство шкулĕн директорĕ И. Михайлова Анжелика Николаевана, Анна Филиппована, Виктория Романована (Трак), Святослав Сергеева (Мăн Шетмĕ), Ксения Кравцована, Анастасия Данилована, Данил Фомирякова (Красноармейски) чыслать. Пухăннисене “Улыбка” ансамбль (искусство шкулĕ) саламлать. Пирĕн хĕрсемпе каччăсенчен чылайăшĕ физкультурăпа тата спортпа туслă. Вĕсем районăн пĕрлештернĕ командипе Чăваш Енти, Атăлçи федераци округĕнчи, Раççей шайĕнчи ăмăртусенче тупăшнă. Вĕрентỹ пайĕн пуçлăхĕ С. Григорьева “Олимп шанчăкĕсем” номинацире çĕнтернисене — Владимир Васильева (Мăн Шетмĕ), Николай Афанасьева, Александр Данилова (Трак), Феликс Алексеева, Татьяна Трофимована, Анастасия Козлована (ачасемпе çамрăксен шкулĕ, çăмăл атлетика), Виктория Филиппована, Дмитрий Алексеева (ачасемпе çамрăксен шкулĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешесси) чысларĕ. Светлана Анатольевна Иван Васильева (ачасемпе çамрăксен шкулĕ, бокс уйрăмĕ), Денис Иванова (ачасемпе çамрăксен шкулĕ, футбол уйрăмĕ) спортри çитĕнỹсемшĕн район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн Тав çырăвĕсене пачĕ. Ачасене çирĕп пĕлỹ, тивĕçлĕ воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн класс ертỹçисем — И. Г. Шорникова (11 “а”, Трак), И. А. Воробьева (11 “б”, Трак), И. К. Васильева (Красноармейски), С. М. Назарова (Мăн Шетмĕ) район администрацийĕн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç. Вĕсен ячĕпе И. А. Воробьева сăмах каларĕ. “Вăхăт иртет. 35 çул каялла эпĕ те сирĕн пекех алла аттестат илме çакăн евĕр уява пынăччĕ. Класс ертỹçи, историпе пĕлỹ панă М. Ильин каланă сăмахсем паян та асăмран тухмаççĕ. Хам тăван шкулăмра вăй хума пуçланă хыççăн кăçалхи кăларăм манăн виççĕмĕш. Сирĕн умăрта халĕ — аслă çул. Вăл çулпа çирĕппĕн утма телейпе сывлăх, ăнăçу сунатăп”. Шкултан вĕренсе тухакансен ячĕпе Анна Николаева (Трак шкулĕ) сăмах илчĕ. “Хыçра вун пĕр çул. Вăл пĕр сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Çак хушăра темĕн те пулнă пулĕ: савăнмалли те, кулянмалли те. Анчах çак самантра пирĕнпе пĕрле учительсем, тус-юлташсем, аттепе анне пулнă. Тавах вĕсене. Умра вара — çĕнĕ малашлăх. Пĕр пулса эпир умри йывăрлăхсене çĕнтерĕпĕр”. Савăк кĕвĕ янăрать. Тỹпенелле сарă, хĕрлĕ, кăвак тĕслĕ 61 шар вĕçсе хăпарать. Трак вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем сывпуллашу вальсĕ ташлаççĕ... Уяв каçĕ çĕрĕпех тăсăлчĕ. Хĕрсемпе каччăсем пĕрле шурăмпуçа, савăк ире кĕтсе илчĕç. 

Г. Борзин.

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 684 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:11:54
Шырав
Кун тăрăм
«  Утă 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!