Фоторепортаж
Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче, ытларикун, Раççей çамрăкĕсен кунĕнче Чăваш Республикин Трак енри (Красноармейски районĕнчи) шкулĕсенчен вĕренсе тухнă 61 каччăпа хĕр йăлана кĕнĕ йĕркепе Красноармейскине сывпуллашу балне пухăнчĕç. Вăл кун тата каçхине çанталăк çамрăксен кăмăлне пăсас темерĕ пулас, янкăр хĕвел пăхрĕ, ăшă çил вĕрчĕ, каçĕ те çăлтăрлăччĕ. 17 сехет иртсен капăр тумланнă хĕрсемпе каччăсем район центрĕнче Тăван çĕршывăн 1941—1945 çулĕсенчи Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă Монумент патне пухăнчĕç. Кашнин çи-пуçĕ куçа йăмăхтарать. — Пирĕн ырă йăла пур, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-вĕрентỹ пайĕн начальникĕ С. Григорьева, — эпир яш-кĕрĕмпе тăтăшах çак сăваплă вырăна пухăнатпăр. Иртнĕ вăрçăра паянхи савăк та çутă пурнăçшăн пирĕн ентешсем те вăй-халне шеллемесĕр кĕрешнĕ, Çĕ
...
Малалла вула »