Статистика çирĕплетнĕ тăрăх пирĕн çĕр-шыври шкулсенче пĕтĕмпе тенĕ пекех хĕрарăм учительсем ĕçлеççĕ.-
Республикӑри
педагогсен пӗрлӗхӗнче те ар ҫынсен шучӗ пурӗ те 6 процент ҫеҫ, - пӑшӑрханӑвне пытармарӗ
ЧР Вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерствин тӗп специалисчӗ Инесса Владимировна
Ядранская. - Европӑпа Америкӑра вара хӗрарӑм тата ар ҫын учительсен йышӗ пӗр пекрех:
45 процент - ар ҫынсем.
-
Кӗҫех
пире сайра тӗл пулакан "экспонат" тесе музее вырнаҫтарма та пулать, -
шӳтлет Красноармейски салин 2-мӗш шкул учителӗ Виталий Михайлович Михайлов.
-
Ытлашши
васкар мар, хӑй вӑхӑтӗнче Иван Яковлевич пӗчченех чӑваша вӗрентме тапаҫланнӑ, - хирӗҫлет
ӑна Республикӑри чӑваш чӗлхипе литература учителӗсен ассоциацийӗн пуҫлӑхӗ, Шупашкарти
Герман Лебедев ячӗллӗ интернат лицей вӗрентекенӗ Геронтий Лукиянович Никифоров.
Ар ҫын учитель сахал тетӗр пулсан та вӗсем яланах чи маттуррисен
ретӗнче. Ҫакӑ савӑнтарать те!
"Чӑваш
чӗлхи. 8-мӗш класс" учебник авторӗ О.И.Печников доцент ЧПУн чӑваш филологийӗпе
культура факультечӗн студенчӗсене вӗрентет. "Ас туса тӑрӑр, шкул вӑл ачашӑн
кил пекех чи хаклӑ вырӑн пултӑр!" - асӑрхаттарать Олег Иванович.
Ҫӗрпӳри
2-мӗш шкула 759 ача ҫӳрет. Пурте вӗсем хаваслӑ, ырӑ кӑмӑллӑ Сергей Николаевич Михайлов пек пуласшӑн. Вӑл Ушинскийпе Сухомлинский никӗсленӗ педагогика меслечӗсене тӗпе хурса
ачасене иле-ме курма, ыррине усаллинчен уйӑрма вӗрентет.
Анатолий АБРАМОВ. ("ТАНТĂШ" ХАÇАТРАН)