Нумаях пулмасть шкулта пĕрле вĕреннĕ тантăша тĕл пултăм. Вăл мерчандайзерта ĕçлени пирки пĕлтерчĕ. Çак професси ăна питĕ килĕшет-мĕн. Эпĕ мерчандайзер ĕçĕ пирки тĕлĕнрех каласа пама ыйтрăм. – Эпĕ супермаркета пĕлтерÿ тăрăх вырнаçрăм. Мерчандайзер пулма ятарлă пĕлÿ илмелле мар, ĕç вырăнĕнчех вĕрентеççĕ, хăнăхса пынă май. Асăрханă-и, пысăк лавккана кĕрсен тем вăрăмăш коридорта таварсемпе тулли сентресене курсан куç-пуç алчăрса каять. Хăш япалине суйласа илмелине те пĕлместĕн. Мерчандайзер тăрăшнăран хăйне кирлĕ тавара кашниех çăмăллăн тупать. Касса çывăхĕнчи сентресем çинче вак япаласем – пакетри кофе, чăмлак, тĕрлĕ шоколад тата ытти те куçа астараççĕ. Ирĕксĕрех вĕсем патне алă тăсăлать, илетĕн вара. Çак илĕртмĕшсене кам хурса тултарнă пуль тетĕр; Паллах мерчандайзер. Ку професси Раççейре чи çĕннисенчен пĕри. Тавар туса хатĕрлекен кирек хăш фирмăн е компанин тĕп тĕллевĕ – ăна ытларах тата хаклăрахпа сутасси, тупăш илесси. Мерчандайзер тимленипех тавар туянакан аллине хăвăртрах çитет. Вăл хăй фирмин япалисене куçа курăнмалла вырнаçтарать, сентресем çине майлаштарса тухать, вăл е ку тавара илме сĕнсе илемлĕ пакет е акци хучĕ çакса хурать. Сутас япала çинчен хакне тата унăн юрăхлăхĕ хăçанччен пулнине кăтартни пуррипе çуккине асăрхаса тăрать. Мерчандайзер ăста психолог, çын кăмăлне çавăрма пĕлет. Сăмахпа мар, ĕçĕпе. Çавăн пекех вăл ытти фирма таварĕсен хакне асăрхаса тăрать, улшăнусене тÿрех хăй ĕçлекен компанин маркетинг уйрăмне пĕлтерет. Çавăнпа вара мерчандайзер – фирмăшăн питĕ кирлĕ професси. Ун ĕçне супервайзер тĕрĕслесе тăрать. Вăл вунă е ытларах мерчандайзерпа ĕçлет-мĕн. – Эпĕ часах хам супервайзер пулатăп е консультант-контролер, – савăнăçне пытармасть хĕр тусăм.
Татьяна РАЕВСКАЯ.
Çыпăçтарнисем: |