Сире Шупашкарти вăтăр çиччĕмĕш шкултан
хĕрÿллĕ салам! Эпĕ
–
Кристина.Хушаматăм – Ананьева. Тăххăрмĕш класра вĕренетĕп.
Ман хайлаври ĕçсем шутласа кăларнă япала мар.
Калаври сюжета эпĕ чăн пурнăçран илнĕ. Геройсем те хальхи вăхăтра ялта
пурăнакан çынсем.
Манăн асаттепе асанне те, кукамайпа кукаçи
те çук. Эпĕ вĕсене кăшт кăна астăватăп. Яла, тăвансем патне кайсан, ялан ватă
çынсене сăнатăп: мĕн ĕçлеççĕ, мĕн калаçаççĕ, мĕн тăхăнаççĕ…
«Шăпа» калаври ĕçсем Канаш районĕнчи
Ушанар ялĕнче пулса иртеççĕ. Ку ялта пĕр урамра виçĕ кинеми пурăнаççĕ. Кашнин
хăйĕн пурнăçĕ, хăйĕн шăпи.Уйрăмах Няня аппи ялан кил умĕнче пĕччен ларнине
кураттăм. Çак ватă çинчен Ира аппаран ыйтса пĕлтĕм. Унăн пилĕк ача иккен, анчах
та амăшĕ патне питĕ сайра килеççĕ. Саюк аппан вара - пĕр хĕр кăна пулсан та,
мăнукĕсем ялан килсе пулăшаççĕ. Вĕсем çинчен калав çырма шутларăм. Кайран вара
кинемисем вилнине пĕлтĕм. Вĕсене халалласа çак калав çуралчĕ.
Мана анне, хăй ача чух - пионер пулнине,
ялан пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшнине каласа пачĕ. Вĕсем ватă çынсене шыв
йăтса, юр тасатса пулăшнă,урай та çуса панă. Халĕ ун пек пулăшу çук. Паянхи
прнăçра эпир, çамрăксем, ватăсене манатпăр. Ку ыйту мана шухăшлаттарать.
« Ăçта-ши манăн атте?» калаври ĕçсем те çак ялтах пулса
иртеççĕ. Ку калаври инкек пĕр çул каялла пулса иртнĕ.Çимĕке кайсан пĕлтĕм эпĕ
çак инкек çинчен.Çамрăк хĕрарăм(ятне улăштартăм), ĕçке пула, пурнăçран
уйрăлать. Унăн икĕ ачи тăлăха юлаççĕ. Калав çак тăлăха юлнă хĕр ачан - Оксанăн аса илĕвĕ. Вĕсем малтан килте лайăхах
пурăннă. Кайран вара, ашшĕ Мускава ĕçе тухса кайсанах, амăшĕ улшăннине сисет
хĕр ача.: амăшĕ апат та пĕçермест, киле килменни те пулкалать. Кайран вара
амăшĕ çут тĕнчепе хăй ирĕкĕпех сыв пулашать. Амăшĕ вилсен те, ачасен ашшĕ,
Мускава ĕçлеме çÿренĕ. Малтан вăл ачисем патне килкеленĕ, кайран вара килме те
пăрахнă, таçта çухалнă. Ачасен кукамăшĕ те вилет, Вĕсем интерната лекеççĕ.
Интернатра Оксана кашни кун хăйĕн ашшĕне
кĕтет.
Паянхи куна илсен, ялсенче ĕçкĕ
проблеми пурне те шухăшлаттарать.
Ялсенче колхозсем пĕтнĕ,
клубсене хупнă, шкулсене те, ачасем сахаллипе хупаççĕ.Çынсен ĕç çук. Çак та
ĕçкĕ проблеми патне илсе çитерчĕ пуль.
Паянхи президент Михаил Игнатьев,
малтан ял хуçалăх министрĕ пулнă пирки, ял хуçалăхне ура çине тăратасси çинчен калать.
Кун пирки пурте шутлаççĕ. Ял хуçалăх çĕкленессе эпĕ те шанатăп.
|