Нарăсăн 4-мĕшĕнче, республикăра черетлĕ «Чĕвĕлти чĕкеç» ăмăрту-вăйă иртрĕ. Кăçал ачасем хăйсен ăс çивĕчлĕхне 7-мĕш хут кăтартĕç ĕнтĕ. Конкурса йĕркелекенсем: Чăваш Республикин вĕрентӳ Министерстви, «Хĕрарăмсем наукăра тата вĕрентӳре» регионсем хушшинчи обществăллă организацийĕн чăваш уйрăмĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ. Конкурсăн тĕллевĕ: ачасене чăваш чĕлхине юратса вĕренме хăнăхтарасси, вĕсен пуплев культурипе пултарулăх енне туртăнассине ӳстересси.
Красноармейски районĕнчи шкул ачисем те ăна хастар хутшăнчĕç. Чи йышлăн хутшăннисем - Красноармейски иккĕмĕш шкулпа Трак чăвашла нимĕçле гимнази вĕренекенĕсем. Уписемпе пикшиксем те хутшăнма кăмăл тунă. Шкул ачисен пурĕ 30 задани пурнăçлама тиврĕ — вĕсенче кашни чăваш чĕлхипе тата лингвистикăпа пухнă пĕлĕве кăтартмалла пулчĕ. Пур ыйтăвăн хуравне тупма 1 сехет те 15 минут панă.
Вăйă пĕтĕмлетĕвне классем тăрăх пăхса тухĕç. Çĕнтерӳçĕсене йăлана кĕнĕ йĕркепе Чăваш чĕлхи кунĕнче Шупашкарта чыслĕç.