Ҫынна кӳрентерме питӗ ҫӑмӑл, каҫару ыйтма чылай
йывӑртарах. Хӑшӗсем тата сӑлтавсӑрах тута тӑсма кӑмӑллаҫҫӗ. Унччен, ача чухне,
хам та ҫавӑн пекчӗ. Каҫару ыйтсан та чӗнместӗмччӗ. "Тута тӑсса ҫӳрени
хӗрсене пачах килӗшмест", - ӑс паратчӗ анне. Шкулта пулса иртнӗ пӗр пӑтӑрмах
та асра...
Ун чухне эпӗ 8-мӗш класраччӗ. Чӑваш литературипе пире
пӗр ҫул кӑна усӑ курнӑ кӗнекесем панӑччӗ. Анчах килте сӑвӑ вӗренме тӑтӑм та -
унта мана кирлӗ стра-ница ҫук. Урока хатӗрленмесӗрех кайма тиврӗ. Учителе тӗрӗссине
каларӑм, вӑл мана ӗненмерӗ, сӑвӑ вӗренес килменрен кӗнеке листине ҫӗтсе илнӗ
тесе вӑрҫрӗ, пӗтӗм класс умӗнче намӑслантарчӗ. Хирӗҫ нимӗн те чӗнеймерӗм,
килелле тухса утрӑм.
Тепӗр кунне "ҫӗтнӗ"
страницӑшӑн вӗрентекене укҫа парасшӑнччӗ. Анчах вӑл илмерӗ. Ытти предмет учебникӗсенчен
те сӑвӑ страницисем ҫухалнине асӑрханӑ-мӗн. Ҫак кӗнекесем малтанхи ҫул камра
пулнине пӑхнӑ: пуринче те пӗр хушамат, манран пӗр ҫул аслӑрахскер
...
Малалла вула »