Чăваш халăх писателĕ Леонид Агаков çуралнăранпа ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче 100 çул çитет. Çавна май ăна çывăх пĕлнĕ çынсенчен пĕринпе Иван Вашки çыравçăпа, артистпа курса калаçрăм. Ман ыйтусене хаваспах хуравларĕ вăл.
– Иван Никифорович, хăçантанпа пĕлнĕ Эсир Леонид Агакова?
– Агакова эпĕ 1930 çултанпах лайăх пĕлнĕ. Унпа паллашасси ак мĕнле пулнăччĕ. Пирĕн яла 1928 çулта Василий Алакер пынăччĕ. Çавăн хыççăн унпа çыру çÿретме пуçларăм. 1930 çулта Шупашкара хам сăвăсене кăтартма килтĕм. Ун чухне Василий Алакер Кадыков урамĕнчи пĕр хутлă çуртра пурăнатчĕ. Çуртăн пĕр енне Ваçанкка хăй кил-йышĕпе, теприне Агаковпа Алакер йышăннăччĕ. Алакер авланман-ха. Агаковăн вара мăшăрĕ пулнă. Ираида Петрова çыравçă. Кайран вĕсем темшĕн-çке уйрăлнă. Кунти пĕр пÿлĕм Алакерăнччĕ, тепри – Агаковпа Петровăн. Эп пынă чухне хваттерĕнче Агаковпа Алакер иккĕшĕ кăначчĕ. Тем çинчен калаçса ларатчĕç.