Чăваш халăх сайчĕпе Чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕ ирттерекен «Урхамахсем тăраç тапăртатса...» ятлă тĕнче тетелĕнчи фантастикăллă хайлавсен литература ăмартăвĕн I тапхăрĕ вĕçленчĕ. Эрне каярах хайлавсен шучĕ пĕлтĕрхинчен самай сахалтарах пулассинчен шикленеттĕмĕр («Йышăнас тапхăра тата тепĕр 10 куна тăсмалла мар-ши?» — шутлаттăмăр), анчах та юлашки виçĕ-тăватă кун хушшинче хутшăнакансен йышĕ самай ӳсрĕ — кунне вуншар-çирĕмшер çыру илтĕмĕр. Ку пире, паллах, самай чăрмав кӳрет — халĕ пирĕн кунне-çĕрне пăхмасăр ĕçлеме тивĕ (хайлавсене вырнаçтармалла-çке!). Çавăнпа та ыйтасшăн — тархасшăн, тепĕр ăмартусене хутшăннă чухне ĕçе юлашки кунсене ан хăварăр! Эсир нумайăн... эпир вара, хаклакансем, пĕрре-иккĕн çеç. Малалла иккĕмĕш тапхăр пуçланать — ярса панă хайлавсене тишкересси тата вулакансен кăмăлне кайнă хайлава палăртасси. Ку ĕçе сирĕнсĕр тума май çук — эсир сасăламасăр вулакансен кăмăлне кайнă хайлава пĕлеймĕпĕр. Вулăр! Сасăлăр! Чӳкĕн 26-мĕшĕччен вăхăт чылай (сас
... Малалла вула »