Туссем, халĕ шăпах 2011 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче илсе тăма хаçат-журнал çырăнмалли хĕрÿ тапхăр. Анчах сахăр, сахăр тенипе çăварта пылак пулас çук, "Тантăш”, "Тетте”, "Самант” çырăнăр тенипе пурте почтăна чупас çук. Ку вара кăлăхах! Мĕншĕн тесен, кам "Тантăш”, "Тетте”, "Самант” çырăнмасть, ну-у-май çухатать.
Пĕрремĕшĕнчен, республикăри тантăшăрсен вĕренĕвĕпе канăвĕ, интереслĕ те пархатарлă ĕçĕсем çинчен урăх ниçта та тупса вулаймăр.
Иккĕмĕшĕнчен, "Тантăшра” çеç патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсен (ЕГЭ) çĕнĕлĕхĕсем, тăван чĕлхепе литература экзаменĕсенче тĕл пулакан ыйтусем, сочиненисен тĕслĕхĕсем пичетленеççĕ.
Виççĕмĕшĕнчен, шăпах "Тантăшра”, "Теттере”, "Самантра” ача-пăча ÿкерчĕкĕсем, сăвви-калавĕ, сăн ÿкерчĕкĕсем пичетленеççĕ.
Тăваттăмĕшĕнчен, "Тантăш” урлă çеç çывăх çыннăрсене кирек хăçан та, кирек мĕнле уяв ячĕпе те тÿлевсĕрех саламлама пулать.
Пиллĕкмĕшĕнчен, хаçат-журнал ирттерекен тĕрлĕ конкурсра, викторинăра мала тухса республикипех палăрма май
...
Малалла вула »