Яланах çамрăк пулма мĕн тумалла?
1/ Сахал çимелле. 2/ Час-часах пулă çимелле /пăшăхланине, тăварланине/. 3/ Шыв çителĕклĕ ĕçмелле. 4/ Спортпа туслашмалла. 5/ Çуран ытларах çÿремелле. 6/ Уçă сывлăшра нумайрах пулмалла. 7/ 8 сехетрен кая мар çывăрмалла. 8/ Кулмасăр пĕр кун та ирттермелле мар. 9/ Çинçе пилĕклĕ пулма тăрăшмалла. 10/ 40 çулта ача çуратмалла. 11/ Çул çÿремелле. 12/ Çамрăк та илемлĕ асанне /кукамай/ пулмалла. 13/ Пурнăçа юратмалла.
Мĕн тума юрамасть?
1/ Виçерен ытлашши çиме. 2/ Эрех ĕçме. 3/ Нумай сигарет туртма. 4/ Килте ларма. 5/ Сехечĕ-сехечĕпе телевизор пăхма. 6/ Япăх шухăшсемпе пурăнма. 7/ Çын çинчен элек сарма, киревсĕр шухăшсем йĕркелеме, çынна усал тума. 8/ Пĕрмаях тĕксĕм тĕслĕ кĕпе-тумтир тăхăнма. 9/ Питĕ çÿллĕ кĕлеллĕ атă-пушмакпа çÿреме. 10/ Çамрăксене пĕрмаях вăрçма. 11/ Çĕннинчен хăрама. 12/ Туйăмсене перекетлеме.