Шăтнă курăк чул хушшинче те ÿсет. Чăн-чăн юрату та мĕн пур чăрмавсене сирсе хăй валли тивĕçлĕ çул уçать. Çак сăмахсене Сергейпа Мальвина Алексеевсем çинчен каланăнах туйăнать.
Лицей пĕлÿ пачĕ, чун варлипе паллаштарчĕ
Етĕрне каччипе Çĕрпÿ пики Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ интернат лицейре паллашнă. "Ушкăнра виçĕ арçын ача çеçчĕ. Сергей пĕрремĕш парттăра ларатчĕ. Эпĕ ăна килĕштертĕм, анчах вăл ун чухне мана мар, теприне суйларĕ. Куншăн хытах кÿрентĕм, тавăрма шухăш тытрăм. Вăл манпа туслашмалли тĕрлĕ сăлтав шырарĕ, анчах эпĕ икĕ çул унпа чуна уçса калаçмарăм, ăна каччă вырăнне хумарăм. Сергей амăшĕсĕр çитĕннине пĕлсен çеç шухăшăма улăштартăм. Вăл çулталăк та икĕ уйăхра чухнех çывăх çыннисĕр тăрса юлнă. Çемьери çиччĕмĕш тĕпренчĕке ура çине тăма кукамăшĕ нумай пулăшнă. Вăл ачана çичĕ юта паман, пур мăнукне те пурнăç çулĕ çине тăратма вăй-хал çитернĕ. Çывăх çыннин ăшшине курайманскере шеллерĕм. 10-мĕш класс хыççăн каччăпа хĕр пек çÿрерĕмĕр. Ăна вĕренÿре пулăшатт
...
Малалла вула »