Юпа уйăхĕн вĕçĕнче Мускавра "Раççей чунĕ” фестиваль иртнĕ. "Халăх юрри-кĕвви” номинацире Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнчи халăх инструменчĕсен ансамблĕн ертÿçи Сергей Федотов çĕнтернĕ. Çĕр-шывра çакнашкал премие тăватă çул каялла халăх коллективĕсен ертÿçисене, эпос лартакансене, ал ĕç ăстисене пама пуçланă. Кăçал пилĕк номинацире пирĕн ентешсĕр пуçне Пенза, Петрозаводск, Амур çинчи Комсомольск тата ытти хула ертÿçисен парнисене тивĕçнĕ. Чыслав Мускавра раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче пулĕ. Сергей Федотов Шăмăршă районĕнчи Кахăрлă Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ. Халăх юрри-кĕввине мĕн ачаранах кăмăллать. Культура училищинче, унтан Хусанти культура институтĕнче вĕреннĕ. Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче вăй хума пуçласан, 1981 çулта, "Эревет” халăх инструменчĕсен ача-пăча ансамбльне йĕркеленĕ. Пĕчĕкскерсем унта 7 çултан пуçласа çÿреççĕ. Ушкăн Раççей, тĕнче шайĕнчи тĕрлĕ фестивальпе конкурса хутшăнса лауреат ятне тивĕçнĕ. Гастрольсене тухса çÿрессине те йăлана кĕртнĕ. Юрă-кĕвĕ ăстисем Германи, Бельги, Франци, Дани, Швеци, Финлянди çĕр-шывĕсенче пулса курнă. Ачасем балалайка, шăхлич, сăрнай тата ытти инструмент калама пĕлеççĕ. Сăмах май, Сергей Васильевич чылайăшне хăй ăсталать.
Çыпăçтарнисем: |