Эрнекун, 26.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Юпа » 24
«Çук, çывăрма ман вăхăт çук, куç хупма та кăмăл çук. Канăç çук çав хĕрсенчен...» тесе юрлакан Петр Ермолаевпа тĕл пулса калаçма та май çук: паян Пушкăртстанра вăл, ыран – Мускавра... «Иртнĕ эрнере Тутар республикине кайнăччĕ, таврăннă чухнех Канаша кĕтĕмĕр, тепĕр кун Елчĕкре туй ирттертĕмĕр те тÿрех Мускава çул тытрăмăр. Чăваш дискотекинче пулнă вырăссем ресторан уявне йĕркелеме чĕнчĕç, пĕрремĕш хут йăлт вырăсла ертсе пыма, пĕр харăсах виçĕ залпа ĕçлеме тиврĕ. Мĕншĕн килĕшрĕмĕр-ши тесе ÿкĕннĕччĕ те ку çĕнĕлĕх витĕр те тухрăмăр – пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртрĕ. Каялла таврăннă чухнех çĕнĕ заказ илтĕмĕр – праçникре пулнă тепĕр çын хăйсен уявне ертсе пыма ыйтрĕ. Ирпе кăна çитрĕмĕр Мускавран», – васкасах сăмахлать Тутарстана тухса кайма хатĕрленекен Петр Ермолаев кулăш ăсти, эстрада артисчĕ, шоумен, тамада, конферансье тата ЧР Президенчĕн стипендиачĕ... 
Кушак пек çывăрсах хăйма çиейменнине туйни çапла ĕçлеме хистет-тĕр. Петя талăкра 5 сехетрен ытла канаймасть. Ларнă çĕрте ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 1211 | Хăçан хушнă: 24.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕ хăйĕн черетлĕ 66-мĕш сезонне "Уйăх çинчи пике” (пьеса авторĕ Раиса Сарпи) спектакльпе пуçларĕ. Çак кун пысăк уяв – Пукрав кăна мар, чăвашсен паллă ÿнерçи, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ преми лауреачĕ, театр тусĕ Анатолий Сидорович Розов çуралнă. Пурăннă пулсан Анатолий Сидорович 77 çул тултаратчĕ. (Вăл кăçалхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче пирĕнтен уйрăлса кайрĕ). 
"Уйăх çинчи пике” спектакле чăваш халăх легендине тĕпе хурса йĕркеленĕ. Ачасем, эсир тулли уйăха сăнаса пăхнă-и? Тимлĕн тинкерсен пирĕн ума кĕвенте çакнă хĕр мĕлки тухать. Унăн витрисенче – тăп-тăрă çăл куç шывĕ. Ăна ĕçсен вăй кĕрет. Çĕр çине çав шыв çумăр пулса тăкăнать те, пĕтĕм ÿсен-тăран чĕрĕлет... 
Турă, Пÿлĕхçĕ, Пихампар, Çĕр-паттăр, Хĕвел амăшĕ, Хĕвел-паттăр тата вĕсене хирĕçле сăнарсем тухрĕç сцена çине. Яланхиллех Зоя Зорина артистка Усалук тухатмăш ролĕпе куракана тĕлĕнтерчĕ. Алина Каликова (Хĕвелпи), ЧР тава тивĕçлĕ артистки Алевт ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 614 | Хăçан хушнă: 24.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Тăван чăваш халăхĕ утса тухнă çул питĕ вăрăм, мухтавлă та чаплă. Эпир нихăçан та мĕскĕн халăх пулман. Историн кирек хăш самантĕнче те пирĕн тĕлĕнмелле паттăрсем пулнă. Тискер тутар-монголсем тапăнса килсен вĕсемпе Челпир патша хăюллăн кĕрешнĕ. Ун хыççăн Ылтăнпик патша тăшмансене хирĕç хастаррăн тăнă. Ылтăнпик хĕрĕ Ылтăнчеч тата унăн савнă мăшăрĕ Бачман çар пуçĕн паттăрлăхĕ çинчен çынсем çавăн чухнех вун-вун юрă хывнă. Упи-паттăр, Саврăш-паттăр, Сăкăт-паттăр çинчен тата мĕн чухлĕ халăх каларăшĕсем юлнă! Эпир паян куна çитиччен Чекерчек-паттăрпа Пайтул Искеев вил тăприсене юратса пăхса пурăнатпăр. 
Темиçе çул тискер тутар-монголсемпе пынă хаяр та юнлă кĕрешÿре каярах Чăваш-паттăр ятлă çар пуçĕ чапа тухнă. Вăл ертсе пынипе пăлхар-чăвашсем ХIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче тутар-монголсен çарĕсене темиçе хутчен те çĕмĕрсе тăкнă. Уйрăмах хальхи Челябинск облаçĕн çĕрĕ çинче, Миасс шывĕ хĕрринчи çапăçура, Чăваш-паттăр ертсе пыракан пирĕн мăн асаттесен çарĕсем чапа тухнă.
... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 1044 | Хăçан хушнă: 24.10.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)



Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:10:33
Шырав
Кун тăрăм
«  Юпа 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!