«Халăх шкулĕ» журналăн кăçалхи 2-мĕш номерĕнче (13–14 стр.) Ю.М.Виноградов доцентăн «Икĕ ыйту такăнтарчĕ» статйи пичетленсе тухрĕ. Унта сăмах Чăваш Республикин тулашĕнче пурăнакан чăваш ачисен республика (область) шайĕнче ирттернĕ олимпиадăн ачасемшĕн чи йывăр ыйтăвĕсемпе палаштарнă, хуравсенчи йăнăшсене тишкернĕ.
Сире статьяпа паллаштаратпăр.
Икĕ ыйту такăнтарчĕ
2010 çулхи раштав тата 2011 çулхи кăрлач уйăхĕсенче тулай (диаспора) чăваш ачисем хушшинче тăван чĕлхепе тата литературăпа республика (область) шайĕнчи олимпиадăсем иртрĕç. Вĕсен материалне пирĕн Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедринче хатĕрлесе патăмăр. Кафедрăран икĕ çын – Ю. Вингорадов доцентпа Л. Петрова методист Хусанта жюрире те ĕçлесе курчĕç.
Жюри ачасем чухламан ыйтусем литературăпа пачах çуккине палăртрĕ. Çав вăхăтрах чĕлхепе икĕ ĕç йывăр пулни курăнчĕ. Пĕр ĕçĕнче ачасен текстри предложенисене пĕтĕмĕшле тишкермеллеччĕ, тепринче чар
...
Малалла вула »