Çуркунне те çитрĕ. Çулсерен шкул ачисемпе вĕрентекенсем хушшинче ирттерекен литература ăмăртăвне пуçлама та вăхăт çитрĕ. Кăçал вăл «Ĕмĕтсен çăлкуçĕ» ятлă пулĕ, хутшăнакасен хăйĕн пултарулăхне фактастикăллă е фэнтезиллĕ хайлав çырса палăрмалла пулĕ. Интернет конкурса ачасемпе çамрăксене тата чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕрентекенсене чăваш халăхĕн кун-çулĕпе кăсăклантарас, литература пултарулăхне аталантарас, çутçанталăкри, тăван тавралăхра пулса иртекен чи кăсăк енсене илемлĕ литература мелĕсемпе уçса пама хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Ăмăртăва 30 çула çитмен çамрăксемпе шкул ачисем тата вĕрентекенсемпе ăслăлăх ĕçченĕсем хутшăнайраççĕ, хайлаври ĕç-пуç шывпа çыхăнмалла (юханшыв, пĕве историне уçса памалла, е ун хĕрринче, ун тавра пулса иртмелле). Тăван тавралăхри шывпа çыхăнни тата та пахарах. Хушма тема: Атăлçи Пăлхар. Хайлав ĕç-пуçĕ çак авалхи, пирĕн мăн асаттесен вăтам ĕмĕрсенче вăйлă аталаннă патшалăхра пулса иртни ĕçе лайăхрах хаклама май парĕ
...
Малалла вула »