Чăваш Енре курса тĕлĕнмелли паллă вырăнсем çав тери нумай. Çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче эпир, Красноармейскинчи иккĕмĕш вăтам шкулти 3-мĕш класра вĕренекен 24 ача (класс ертÿçи А. В. Васильева, Э. В.Чаховская библиотекарь), çул çÿреве тухрăмăр. Малтанах Сĕнтĕрвăрри хулинчи "Государево гора" çине çитрĕмĕр. Ку ту çинчен Атăл анлăн та мăнаçлăн курăнать, Шупашкар ГЭСне сăнама та меллĕ. Айлăмра — Сĕнтĕрвăрри хули. Унтан Шуршăлти Космонавтика музейĕнче пултăмăр. Эпир пĕр сехете яхăн А. Г. Николаев çуралнă вырăнта унăн çитĕнĕвĕсемпе паллашрăмăр. Çавал Атăла юхса тухнă çĕрте тунă сăн ÿкерчĕк уйрăмах килĕшрĕ. Унтан ГЭС урлă çуран утса тухрăмăр, Çавал Атăла юхса кĕнĕ вырăна тепĕр хут куртăмăр. Автобусăн питĕ кăмăллă водителĕ В. А. Афанасьев пире кĕçех "Солнечный берег" санатори çывăхĕнчи илемлĕ пляжа илсе çитерчĕ. Унта мана "Санта Клаус" карап тĕлĕнтерчĕ. Эпир ăна юсакан çынсене куртăмăр. Карап пирки нумай интереслине пĕлтĕмĕр. Каярахпа çыран хĕрринчи чулсене курса тĕлĕнтĕмĕр. Алевти
...
Малалла вула »