Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне халалланă пресс-конференцире ЧР вĕренӳ министрĕн çумĕ Светлана Петрова кăçал Роспотребнадзор тимлĕ пулассине пĕлтернĕ. Чăваш Ене ППЭ вăхăтĕнче федераци инспекторĕсем килĕç.
Пĕлтĕр шкултан вĕренсе тухакансем ППЭре пысăк балсем пухни сисчĕвлентернĕ-мĕн. Ун чухне пирĕн выпускниксем Раççейри лидерсен йышнĕ кĕнĕччĕ. Светлана Петрова каланă тăрăх, Роспотребнадзор мĕншĕн иккĕленни паллă. Пĕлтĕр Чăваш Енре ППЭ правилисене пăснă виçĕ ача çеç çакланнă. Анчах шкултан вĕренсе тухакансем тĕнче серепинче чăн-чăн КВМсене (контрольпе виçев материалĕсем) тупма та пултарнă-мĕн. Çапла майпа вĕсем экзамена хатĕрленсе, хуравсене пĕлсе килнĕ имĕш.
Иккĕленĕве тата акă мĕн вăйлăлатать: ачасем халăх тетелĕсенче педагогсене шпаргалкăсемпе улаталани, экзаменра вĕрентекен пулăшни пирки çыраççĕ. Министр çумĕ кăçалхи çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăнă. Вăл каланă тăрăх, экзамен тытмалли
...
Малалла вула »