Чылай шкулта ачасем ятарла формăпа çӳреççĕ. Çакна нумайăшĕ ырланине илтме тӳр килнĕ ахăртнех. Ара, илемлĕ тум çат тытакан джинс шăлаварсенчен самай лайăхрах-çке. Нумаях пулмасть шкул тумĕсен хăтлавĕ иртнĕ.
ЧР Экономика министерствин пресс-релизĕнче пĕлтернĕ тăрăх, ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче ЧР Вĕренӳ институтĕнче шкул ачисем валли тум çĕлекен фирмăсемпе канашлу-хăтлав иртнĕ.
Çакнашкал мероприяти Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти,Шупашкар тата Муркаш районĕсенчи вĕренӳ учрежденийĕн ертӳлĕхĕпе кăçал пуш уйăхĕн вĕçĕнче те иртнĕ. Хльхинче тĕп хуларан аякри шкулсен ертӳçисене чĕннĕ.
Хăтлава «Рассвет-ОВАС», «Пир-авăр фабрики», «KAYSAROW», «Элита», «Аврора» ателье» фабрикăсем хутшăннă. Унта кашни хăйĕн продукцйĕпе паллаштарнă. Ачасем тумсене тăхăнса кăтартнă.